|
Тунсăх
Çырма, çырма, çырма...
Пайтах çав Чăвашра.
Пит меллĕ ярăнма
Юр çийĕн тайлăкра.
Ялта шăпах, кичем.
Ăçта-ши ачасем?
Те çунашки çукран,
Çукрах ярăнакан.
Çырмасерен йăмра,
Кашни кĕрнек, лаштра.
Тураттисем черчен,
Пас пĕрчисем мерчен.
Туратсерен йăва,
Канать юр йăвара.
Пуçне усать йăмра
Чун кÿтнĕ вăхăтра.
Куракĕсем те çук,
Ăсаннă кăнтăра!
Ярăнакан та çук,
Çил çеç халь çырмара.
| Категори: Леонид Антонов пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (19.03.2012)
| Автор: Леонид Антонов
| Миçе çын вуланă: 297
| Рейтинг: 0.0/0 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 2 Хăнасем 2 Юзерсем 0 |
!--
|