|
Пайра миçе материал: 538 Пурĕ миçе материал кăтартнă: 251-255 | Страницăсем: « 1 2 ... 49 50 51 52 53 ... 107 108 » |
Çÿл тÿперен анать шап-шурă ĕнчĕ... Капла татах та хитререх хула! Пĕркеннĕ Атăл йăлтăркка пĕркенчĕк, Тÿлеклĕхпе çĕклет вăл кăмăла.
Вăранайман пулас-ха çил хыпарçă: Тухйисемпех лараççĕ çăкасем. Чиркÿ çинче — шап-шурă кăвакарчăн, Чиркÿ çинче — асамлă пуçилем.
Пирĕштисем юрлан çунатлă юрă Сăваплăн ыталать урамсене, Пире курса тăрать пек Аслă Турă, Ыр сывлăш пехиллет пек чунсене.
Эй, пурнăç! Эсĕ — Атăлтан та аслă, Пин çăлтăр вăййинчен те кăткăсрах. Пирти çав тупсăма тĕпчес хаваслăх Çĕр кăвапи пек тарăн пултăрах.
Хуллен-хуллен шăвать кăрлач хĕвелĕ, Эпир хуллен утатпăр, ик чăваш. Эппин, чăвашлăх ниминчен, Ревелĕм, Юлмасть çак икĕ тахçанхи юлташ.
|
«Чăваш чĕлхи кама вăл кирлĕ Пĕрре иртсессĕн Канашран?» Çапла тÿнтерлĕн те пуçхĕрлĕн Такам каланăччĕ тахçан.
Уйкас ачи Ляваç Михалĕ Çак сăмаха чикет ăша. Çĕмĕрлерен иртет те халĕ — Сыв пул, «прощай» тет чăваша.
Çусем шыв юхнă пек иртеççĕ, Хĕл кунĕсем — юр вĕçнĕ пек. Михал, инçе çĕрте çÿрÿçĕн, Килне таврăнаймасть текех.
Чăваш чĕлхисĕрех пурнать вăл Орелсенче, Тамбовсенче, Ӑна тайга енче те хапăл Тăваççĕ ватлăх çулĕнче.
Çапла пĕр çиллĕ те тăманлă, Кăрлач сиввиллĕ каçхине Тăват сехет хушши утмалăх Тухать ентеш сукмак çине.
Тайга-тайгах. Кĕç тĕттĕмленчĕ, Таçта çухалчĕ çул хытти. Хăрушшăн ÿлеме пикенчĕ Те кашкăр, те вăрман йытти.
Михал улт-çич сехет сулланчĕ, Ĕшенчĕ, кайрĕ йăлт халтан. Çав самантра çÿлтен сас анчĕ: «Ачам, эс тĕрĕс мар утан.
Сан сукмаку выртать тÿп-тÿрĕ Санран çур çухрăм сылтăмра...» Михал хăй чăвашне астурĕ Çÿлтен чăваш сас панăран.
Анчах сук-мак вăл мĕн сăмах-ши, Мĕскер вăл сыл-тăм, су-ла-хай? Пит тăрăшать Уйкас чăвашĕ, Анланаймасть пачах... Ай-хай...
Сылтăмалла утас чухне-и? Вăл çул тытать сулахая. Ту-чакăл... Обь-и, Енисей-и... Алне тăсать — юлать кая.
|
Уй кĕнеки пек уçăлать çĕн касă. Утса пăхсамăр: ăшă вăл, çемçе. Ыраш пĕрчи пек варăнса юлассăм Килет хăйма пек çĕр ытамĕнче.
Калча пулса кашлас килет пĕр хушă, Пучах пулса суллас килет пуçа: Чипер малашшăн, ырă улшăнушăн Пуçтартăр-и те çаптăр-и хуçа.
Тăри ман мамăк сăпкама сиктернĕн, Сассипеле лăпканăн путене, Вăй-халпала пĕрле мĕнпур ÿнерĕн Асамлăхне эп кÿрĕп çынсене.
Йĕркен-йĕркен сухаçăсем çыраççĕ Уй-хирĕн пархатар кĕнекине, Шăпах çапла рет-ретĕн шăрçалаççĕ Хусанкайсем эреш кĕввисене.
Поэзи сар хĕвел çĕре чуптунăн, Çĕр туртăннăн тÿпе ăшшипеле, Вĕри юнпа патвар çунатлă чунăн Ӑнтăлăвне сунать таса тивлет.
Мухтав сана, тăван уй-хир юрриçĕм, Мухтав сана, çÿлтен килен кĕтрет. Çав пĕрлĕхре пиçсе шăраннăн иçĕм Сăмахăм тухăçне курас килет.
|
Тÿпемĕр пехилленĕ Шупашкар, Пулсамччĕ эс чăн чăвашла кăшкар: Тулай енче пиншер чĕлхе вылятăр, Пире эс хамăрлах шухăшлаттар.
|
Талант – илем çăлкуçĕ, ырлăх, Малаш йыхравĕ, çураçулăх. Ӑна укçан илме тăни, Туссемĕр, чи хăрушă çылăх.
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|