|
Хĕллехи туйăм (Ревель Федорова халалласа)
Çÿл тÿперен анать шап-шурă ĕнчĕ... Капла татах та хитререх хула! Пĕркеннĕ Атăл йăлтăркка пĕркенчĕк, Тÿлеклĕхпе çĕклет вăл кăмăла.
Вăранайман пулас-ха çил хыпарçă: Тухйисемпех лараççĕ çăкасем. Чиркÿ çинче — шап-шурă кăвакарчăн, Чиркÿ çинче — асамлă пуçилем.
Пирĕштисем юрлан çунатлă юрă Сăваплăн ыталать урамсене, Пире курса тăрать пек Аслă Турă, Ыр сывлăш пехиллет пек чунсене.
Эй, пурнăç! Эсĕ — Атăлтан та аслă, Пин çăлтăр вăййинчен те кăткăсрах. Пирти çав тупсăма тĕпчес хаваслăх Çĕр кăвапи пек тарăн пултăрах.
Хуллен-хуллен шăвать кăрлач хĕвелĕ, Эпир хуллен утатпăр, ик чăваш. Эппин, чăвашлăх ниминчен, Ревелĕм, Юлмасть çак икĕ тахçанхи юлташ.
Çăлкуç: http://www.nbchr.ru/virt3/p18.htm | Категори: Юрий Сементер пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (25.03.2012)
| Автор: Юрий Сементер
| Миçе çын вуланă: 364
| Рейтинг: 0.0/0 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|