|
"Уй кĕнеки пек уçăлать çĕн касă..."
Уй кĕнеки пек уçăлать çĕн касă. Утса пăхсамăр: ăшă вăл, çемçе. Ыраш пĕрчи пек варăнса юлассăм Килет хăйма пек çĕр ытамĕнче.
Калча пулса кашлас килет пĕр хушă, Пучах пулса суллас килет пуçа: Чипер малашшăн, ырă улшăнушăн Пуçтартăр-и те çаптăр-и хуçа.
Тăри ман мамăк сăпкама сиктернĕн, Сассипеле лăпканăн путене, Вăй-халпала пĕрле мĕнпур ÿнерĕн Асамлăхне эп кÿрĕп çынсене.
Йĕркен-йĕркен сухаçăсем çыраççĕ Уй-хирĕн пархатар кĕнекине, Шăпах çапла рет-ретĕн шăрçалаççĕ Хусанкайсем эреш кĕввисене.
Поэзи сар хĕвел çĕре чуптунăн, Çĕр туртăннăн тÿпе ăшшипеле, Вĕри юнпа патвар çунатлă чунăн Ӑнтăлăвне сунать таса тивлет.
Мухтав сана, тăван уй-хир юрриçĕм, Мухтав сана, çÿлтен килен кĕтрет. Çав пĕрлĕхре пиçсе шăраннăн иçĕм Сăмахăм тухăçне курас килет.
Çăлкуç: http://www.nbchr.ru/virt3/p16.htm | Категори: Юрий Сементер пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (25.03.2012)
| Автор: Юрий Сементер
| Миçе çын вуланă: 366
| Рейтинг: 0.0/0 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 7 Хăнасем 7 Юзерсем 0 |
!--
|