|
"Уйкас ачи"
«Чăваш чĕлхи кама вăл кирлĕ Пĕрре иртсессĕн Канашран?» Çапла тÿнтерлĕн те пуçхĕрлĕн Такам каланăччĕ тахçан.
Уйкас ачи Ляваç Михалĕ Çак сăмаха чикет ăша. Çĕмĕрлерен иртет те халĕ — Сыв пул, «прощай» тет чăваша.
Çусем шыв юхнă пек иртеççĕ, Хĕл кунĕсем — юр вĕçнĕ пек. Михал, инçе çĕрте çÿрÿçĕн, Килне таврăнаймасть текех.
Чăваш чĕлхисĕрех пурнать вăл Орелсенче, Тамбовсенче, Ӑна тайга енче те хапăл Тăваççĕ ватлăх çулĕнче.
Çапла пĕр çиллĕ те тăманлă, Кăрлач сиввиллĕ каçхине Тăват сехет хушши утмалăх Тухать ентеш сукмак çине.
Тайга-тайгах. Кĕç тĕттĕмленчĕ, Таçта çухалчĕ çул хытти. Хăрушшăн ÿлеме пикенчĕ Те кашкăр, те вăрман йытти.
Михал улт-çич сехет сулланчĕ, Ĕшенчĕ, кайрĕ йăлт халтан. Çав самантра çÿлтен сас анчĕ: «Ачам, эс тĕрĕс мар утан.
Сан сукмаку выртать тÿп-тÿрĕ Санран çур çухрăм сылтăмра...» Михал хăй чăвашне астурĕ Çÿлтен чăваш сас панăран.
Анчах сук-мак вăл мĕн сăмах-ши, Мĕскер вăл сыл-тăм, су-ла-хай? Пит тăрăшать Уйкас чăвашĕ, Анланаймасть пачах... Ай-хай...
Сылтăмалла утас чухне-и? Вăл çул тытать сулахая. Ту-чакăл... Обь-и, Енисей-и... Алне тăсать — юлать кая.
Çăлкуç: http://www.nbchr.ru/virt3/p17.htm | Категори: Юрий Сементер пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (25.03.2012)
| Автор: Юрий Сементер
| Миçе çын вуланă: 331
| Рейтинг: 5.0/1 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 5 Хăнасем 5 Юзерсем 0 |
!--
|