Аннесем килте чăпта çапатчĕç те, лашасем патне, витене, эп кайрăм. Вĕсене хыркăчларăм, шăвартăм, апат пусса патăм. Унтан пушă куритене сĕлĕ улăмĕ çине тăсăлса выртрăм. Наталья Петровна пире саккăрпа тăххăрăн таблицисене вĕренме парса янăччĕ. Эпĕ саккăра хутлама вĕренсе çитнĕпе пĕрех — витене Ванюш вĕçтерсе çитрĕ. Тытăнтăмăр иксĕмĕр вите маччи çинче çерçисене çулăксемпе хăвалама! Тепĕр кунне хутлав таблицисене эп пĕлмерĕм. Наталья Петровна мана уроксем хыççăн тытса юлчĕ. "Лар. Вĕрен. Вăл хушăра çерçисем те кăшт канччăр!” — терĕ. "Ăçтан пĕлет вăл эп ĕнер мĕн тунине?” — тĕлĕнтĕм унран. Хутлав таблицисене вĕренсе çитнĕ çĕре тулта тĕттĕмленчĕ. Юр ÿккелеме пуçларĕ. Пĕлетĕп, Наталья Петровна кÿршĕллĕ ялта пурăнать. Унта çурранах çÿрет. Вăл паян каçа юлнишĕн эп хама айăпларăм. — Наталья Петровна, сире лашапа леçсе яратăп, — терĕм. Вăл малтанах хирĕçлерĕ. Кайран килĕшрĕ тата. Ман кăмăла хуçас темерĕ пулас. Ăшă пÿрт кĕтсе илчĕ пире. Наталья Петровна мана апата лартасшăн пулчĕ. Эп иментĕм. Кăмакаран анчах кăларнă кукăль сăмсине вăйпах хĕве чиксе ячĕ. "Тавтапуç, Микуç!” — терĕ. Лаша юртнăçемĕн çуна сулăнкăна кая-кая илчĕ. Çул тăршшĕпех хĕврен вĕри кукăль шăрши кĕрсе пычĕ.
|