Кеть — Çĕпĕрти юхан шыв. Эпĕ ун хĕрринче ларакан Бородинка ялĕнчи шкулта учительте ĕçлерĕм. Татах ĕçлеттĕмччĕ пуль — аннерен çыру илтĕм. Киле чĕнет. Ватăччĕ ĕнтĕ. — Ним тума та çук, — пуçне пăркаларĕ шкул директорĕ. Вĕренÿ çулĕ вĕçленсен, пур-çук япаласене посылкăпа киле ятăм. Хам каяссине никама та пĕлтермерĕм. "Малтанах: "Кайнă”, — текелĕç те, кайран аса илме те пăрахĕç”, — терĕм. Пăр лариччен кунта шыв транспорчĕпе çÿреççĕ. Ирхине Кеть хĕррине, "Метеор” чарăнăвне, килтĕм. Халăх чылай пухăннă. Пăхатăп: пĕр çĕре шкул ачисем пухăнса тăнă. — Ăçта каятăр? — ыйтрăм эпĕ. — Каймастпăр! Сире ăсатма килтĕмĕр! — пĕлтерчĕç вĕсем. Калаçрăмăр та, пĕр-пĕрин çине куç илмесĕр пăхса шухăша кайса та тăтăмăр. Саша Арбалдаев фотоаппарат та илсе килнĕ. Пĕрле те, уйрăмшарăн та сăн ÿкерттертĕмĕр. Ыталашса уйрăлтăмăр. — Сире ачасем чăнласах юратаççĕ иккен, — терĕ мана кăмпа сутма каякан хĕрарăм. "Метеор” тапранчĕ. Çыран юлнăçемĕн хыçа юлса пычĕ. Куçсем шывланчĕç. Пит çине куççуль юхса анчĕ.
|