Оксана ялти вăтам шкултан вĕренсе тухрĕ те малашне ĕçлесе вĕренме Шупашкара кайрĕ. Ăна автобус чарăнăвне асламăшĕ хăех ăсатса ярас терĕ. Автобус килни курăнмасть-ха. Иртерех тухрĕç-ши? Çынсенчен аяккарах — лаштра йăмра айне кайса тăчĕç. — Асăрханса çÿре, — терĕ Кĕтерук кинемей. — Асанне, эп çĕр çинче паян кăна пурăнмастăп вĕт, — хирĕçленçи пулчĕ мăнукĕ. — Эй, шан-ха хальхи яш-кĕрĕме, — хăйĕннех печĕ асламăшĕ. — Хамăр кÿршĕри Хумми Вĕçелисĕ хуларан хырăмланса килчĕ вĕт. Яла тухса çÿреме намăс. Çавнашкал пулса ан тухтăрччĕ тетĕп-çке. Кĕтерук кинемин пĕркеленнĕ пит-куçне хĕрлĕ çапрĕ. — Мăшăрланиччен-ха, — калаçăва куларах тăсрĕ хайхискер. — Каçхине витререн тăкнă пек çумăр çуса ячĕ. Аслаçупа иксĕмĕр пирĕн анкартинчи мунчана тарса кĕтĕмĕр. Çавăн чухне аслаçу мана чăп! чуп туса илчĕ. Тепĕр кунне хамăр пĕр-пĕрне куçран пăхма вăтанатпăр. Ан ман, чуп тунă чух аллисене пилĕкрен аялалла яракан каччă ырă каччă мар. Ун пеккине çывăха та ан яр... Автобус килсе чарăнчĕ. Каякансем унта хыпаланса кĕрсе ларчĕç. Кĕтерук кинеми аллине лăш сулчĕ. Мăнукне вăл татах темĕн каласшăнччĕ — автобус тапранса кайрĕ.
Çăлкуç: http://gov.cap.ru/list4/publication/rec.aspx?gov_id=603&link=&preurl=.&FKey=F_JURL_ID&id=241422 |