Атте – Егор Анатольевич – пурăннă пулсан, 104 çул тултарнă пулĕччĕ
Эх, аттеçĕм, сан пĕлесчĕ,
Çирĕп пирĕн йăх-тымар!
Çутă тĕнчене килсемччĕ,
Ямăттăм сана вăр-вар.
Ыррăн та калаçаймарăм,
Эс васкарăн уйрăлма.
Сан умра пуçа эп тайрăм,-
Пулман сывлăх пурăнма.
Çăпата хуçма вĕрентрĕн,
Шĕшли халь те хам çумра.
Чăпта çапнă чух йĕп тиртĕм,-
Упранать вăл арчара.
Лаша та кÿлме вĕрентрĕн –
Çĕнĕ пулнă урапи.
Пирваях пĕрле çÿреттĕн –
Хăнăхрĕ алли-ури.
Пирусне туртма хушмарăн,
Те хăв вăйлă туртнăран?
Сăмахна санне итлерĕм –
Çирĕп эпĕ сывлăхран!
Аттене эп тав тăватăп,
Мана ăс-тăн панăран.
Мăнука туртма хушмастăп,
Хам кукашшĕ пулнăран.
|