Кĕçнерникун, 07.11.2024, 02:25
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 146-150
Страницăсем: « 1 2 ... 28 29 30 31 32 ... 107 108 »

Анна карчӑк умӗнче
Чӑх-чӗп каҫӑртнӑ пуҫне.
Ҫулте, ват йӑмра ҫинче,
Куртӑм кайӑк ушкӑнне.
Хӗвӗшеҫҫӗ, шӑпланаҫҫӗ —
Пикенсех тем ӑстапаҫҫӗ.
Пӗр улатакка тук-тук
Тутарать мӑлатукпа.
Кунта ӗҫсӗр кайӑк ҫук:
Пӑрчӑкан мӑн савапа.
Кӑсӑя линейкӑпа.
Шӗвӗртет патак ҫерҫи, —
Ытла ҫивӗч ун ҫӗҫҫи.
Хӑма кар та кар татса
Хытах ывӑннӑ курак.
"Кан-ха кан! Кӑшт кан ларса!
Кӑшкӑрать ӑна чакак.
Шӑнкӑрч сарӑ кайӑка
Вӗрентет: "Ҫапларах кас!"
Урам урлӑ аякка
Шӑхӑрса вӗҫет турпас.
Кайӑксен ӗҫне курма С
ӗтӗрет кушак пусма. Прис!
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 345 | Author: Николай Карай | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.04.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Мe коньки! Ак—шайба!
Клюшка!
Выльӑр! Савӑнӑр!
— О кей!
Пӑр ҫине утать пӗр ушкӑн:
«Юрӗ! Ҫапӑпӑр хоккей!»
Пӗр самант пӑхса тӑратӑп  
Вӗсене эп кантӑкран.
Ыранхи пирки шутлатӑп...
Мӗн туса парас ыран?
Тен, ирпе сырас та йӗлтӗр
Йӗр тӑвас пуль ҫырмара?..
Тӑваймарӑмӑр та пӗлтӗр—
Ярнаканӗсем... Шыра!
Хӗлӗпе те курӑнмарӗҫ!
Ачисем-ши ҫавнашкал...
Е (хама илсе каларăм)
Ашшӗ-амӑшӗ кахал...
Ав, ҫулла, ача тапсассӑн,
Мечӗк куснӑ ҫырмана.
Кӳршӗ ман илсе парсаччӗ
Виҫӗ кун иртсен кӑна.
Пĕлеймен тӳрех, мӑнтарӑн...
Эп—килте пулман пуль ҫав.
Виҫӗ кун ҫапла вӗт ларнӑ
Мечӗксӗр ача-пӑча.
Сӑпаҫҫипӑ сана, кӳршӗ!
Эс пулман пулсан... чӑнах...
(Вӑхӑтра каламаннишӗн
Мӗн вӑрҫатӑн ачана...)
Алӑкран такам шаккарё:
—Мӗн сана тата, ачам?
Лӑпкӑн вӑл ҫапла каларӗ:
—Катокне ма тасатман?..
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 270 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.03.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

—Мӗн, хӑратӑн-и, ачам
Ҫыртасран ҫав йытӑ.
Алла ил те пӗр рычак
Çan ӑна эс хытӑ!
Вӑл вара хӑех тарать
Каялла пӑхмасӑр!
Е чулпа пер ҫав мура...
— Ҫук! -Паратӑп сахӑр!
Ачашлатӑп ҫурӑмран—
Вӑл хӳре вылятӗ...
Хӑрамастӑп йытӑран...
Эп... санран... хӑратӑп...
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 334 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.03.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)


Тракторпа ӗҫлет Илле,
Мӗн калас та, ҪЁНЁЛЛЕ! 
Мӗнле?
Итле.
Унӑн тракторĕ куллен
Айккалла «чупать» иккен
Хуллен.
Тӳррен...
Ял ҫыннин терт-нушине
Вӑл «тиенӗ» хӑй ҫине.
Айле —
Ҫийпе.
Анкарти, ав, сухалать. 
Вутӑ-шанкӑ турттарать,
Турат...
Юрать.
Вӑранман-ха ыйхинчен—
Ҫын тӑрать ун умӗнче.
Пӗччен
Темччен...
Тархаслать. Ыйтать. Чӗнет...
«Ку» та, «леш» те хатӗр, тет,
«Тӑр!» —тет,
Кӗтет...
Ма нумай кӗттермелле? 
Вӑшт! Сиксе тӑрать Илле! 
Мӗнле
Тимлет!..
Тапратать вăл мотора 
Хӑйӗн кӑмӑлне кура.
Вара...
Ларать.
Кӑмӑлӗ ун - ай-ай-яй!
Сыпмалли пĕрмай...
«Пирвай
Тавай!...»
Паянхи ӗҫке нихҫан
Ырана вӑл хӑварман!
Ан ман,
Тӑван.
Пырӗ ярӑнсан—ШУРРИ!
Ярӑнмасть-тӑк—МЁН ПУРРИ!
Хӗрли...
Пур-и?
Ним те пулмасан, вара —
Хӑяр шывĕ те... СӐРА?
Ара,
Парас...
Пит-куҫне пӗркелесе Банкӑран хӗпӗртесех
Веҫех...
Ĕҫех...
«Тӑн пырса кӗрсен»... кӑштах
Вӑл сиксе тӑрать вӑштах!
«Тӑхта!
Хӑта!...
Хӑяр шывӗпе-и?.. Тьфу!
Вӑл шывпа ӗҫле эс ху! А-Апчху!..
.....!»
Ун БАРОМЕТР-ПЫРНЕ
Улталаймӑн ӗмӗрне!
Мӗнех;
Кил! Me...
Вара тин (ан иккӗлен)
Тракторпа хуллен-хуллен
Тӳррен...
Вĕрен!..
Чӑн та тёлӗнмелле!
Ҫӗнӗлле-тӑк ҫӗнӗлле!
Илле
Ĕҫлет...
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 307 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.03.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ача чухнехи вӑхӑта асилсессӗн
Тухать куҫ умне тӗлӗнтермӗш пӗр ҫурт.
Эпир — шкул ачи
Вулама та пӗлместпӗр,
Чупатпӑр унта кунсерен миҫе хут!

Библиотека
Уҫӑ-ши тетпӗр,
Ман кӗнеке вулас килет.
Ашӑ пит-куҫлӑ
Библиотекарь
Ырӑ сунса пире хӑйӗн ачи пек кӗтет.

Сисмерӗмӗр те — иртсе кайрӗ Ачалӑх.
Умра халь пачах урӑхла Ёмӗтсем!
Ҫав Ёмӗтсенче Юрату пур! Тасалӑх!..
Тата... хуравне тупма ҫук ыйтусем...

Библиотека
Уҫӑ-ши тетпӗр,
Ман кӗнеке вулас килет.
Ӑшӑ пит-куҫлӑ
Библиотекарь
Ырӑ сунса пире хӑйӗн ачи пек кӗтет.

Ҫулсем иртнӗҫем Пурнӑҫа ӑнланатпӑр.
Ҫыратпӑр паян хамӑрах Кӗнеке.
Хальччен пӗлменни патнелле ӑнтӑлатпӑр
Хуса ҫитес пек Ёмӗтри Ёмӗте.

Библиотека
Уҫӑ-ши тетпӗр.
Ман кӗнеке вулас килет.
Ӑшӑ пит-куҫлӑ
Библиотекарь
Ырӑ сунса пире хӑйӗн ачи пек кӗтет.

Хальхи Самана хӑш чухне питӗ шелсӗр,
Пире мантарать Хитре Ёмӗтсене...
Анчах та Этем пурнаймасть Ҫут Хӗвелсӗр!
Хӗвелӗ вара — сан умри Кӗнеке!

Библиотека
Уҫӑ! Пӗлетпӗр.
Ман кӗнеке вулас килет.
Ырӑ чӗреллӗ
Библиотекарь
Халь те пире чун-чӗре ӑшшине парнелет.
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 314 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.03.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz