Ҫут Тӗнче темпе пулсан та Ырӑ! Ҫуралать Ҫӗн Юрӑ кунсерен. Атьӑр-ха, туссем, юрлатпӑр Юрӑ Хамӑр савнӑ Трак Енӗ ҫинчен.
Вӑл пире ҫак Пӗр Йыша пуҫтарнӑ — Ҫавалпа Мӑн Шетмӗ Тӑрӑхне. Пулнӑ пирӗн несӗлсем мухтавлӑ! Ҫӗр ҫинче хӑварнӑ хӑй Йӑхне.
Ҫав Йӑха эпир халь Тӑсаканӗ — Трак районӗн ывӑль-хĕрĕсем. Ҫӗнӗ Ӗмӗре Ҫул Хываканӑн Пулмаллах Мухтавлӑ Ӗҫӗсем!
Чӑн Ӗҫре кӑна Этем Телейлӗ! Ăнланатпӑр хамӑр Тивĕҫе: Пурӑнасчӗ Пурнӑҫа Йӗркеллӗ. Кашни Кун Ӗҫлесчӗ Ҫӗр ҫинче.
Уй-хирте кашлатӑр тырӑ-пулӑ. Симӗс тум тумланччӑр Вӑрмансем. Уявра янратӑр вӑйӑ-кулӑ. Сывӑ усчӗр пирӗн Ачасем.
Юмахри пек Керменсем ҫӗкленччӗр, Илем куччӗр пирӗн Ялсене. Ҫамрӑк-кӗрӗм юратса пӗрлештӗр. Хисеплеччӗр Ватӑ Ҫынсене.
Ҫут Тӗнче темле пулсан та Ырӑ! Ҫуралать Ҫӗн Юрӑ Кунсерен. Атьӑр-ха, туссем, юрлатпӑр Юрӑ Хамӑр савнӑ Трак ЕНĔ çинчен.
|