Пайра миçе материал: 538 Пурĕ миçе материал кăтартнă: 141-145 | Страницăсем: « 1 2 ... 27 28 29 30 31 ... 107 108 » |
— Эрхип Толи пулатӑп, —терӗ, Ентеш хӑйпе паллаштарса. — Пирӗн ҫӑкӑра ас тивӗр, — терӗ Чӑваш пикийӗ йӑл! кулса.
Ҫак саманта епле-ха манӑп,
Манмассине чӗре сисет. Мухтав Сире, лартасчё палӑк, Тивӗҫ эсир чыс-хисепе.
Уяв кунсем хыҫа-ҫке юлчӗҫ,
Ҫула тухма ҫитрӗ черет. Сума суса туссем те ҫитрӗҫ, Петӗр Раманч сӑмах илет.
Ашшӗ вырнех хурса хакларё
Ҫумри юлташ вара мана. Чун-чӗрепе хӑпартлантарчӗ Ҫӗпӗр ҫинчен хайлав ҫырма.
Эрхип Толи ҫине те ҫитрӗ: Эпир чи ҫывӑх тӑвансем. Асаттесем пӗрле-ҫке ӳснӗ, Пулнӑ вӗсем пӗр вартисем.
Ҫапла, туссем, эпир телейлӗ, Куратпӑр, халӗ те пӗрле. Атте-анне панӑ пехилӗ — Хӑват хушать чӑваш чӗлхи.
"Эй, ырӑ тӑвансем, чӑвашсем! Ыйхӑран вӑранӑр. Тӑван халӑхӑмӑр чӗлхипе Калаҫма ан манӑр.
Кӑкӑр сӗчӗлелех ӳстерӗр
Сӑпкари ачине. Чӑваш чӗлхинех вӗрентӗр Пӗчӗклех пепкине.
Манран, чӑваш каччинчен, Мамҫари тӑвансене Калам хӗрӳллӗ салам Сирӗнпе пӗрле ялан!"
Йӑван Эрхипч Толин сӑмахё Асра юлать ӗмӗрлӗхе. Тюмень чӑвашӗсен ахахӗ Ҫутаттӑр пӗтӗм Ҫӗпӗре.
Курнӑҫасса вӗсем шантарчӗҫ, Чи сумлӑ Ҫӗпӗрти туссем. Вӑрӑм ҫула пире ӑсатрӗҫ — Умра капмар Урал тусем.
Уйсем, хирсем хыҫа юлаҫҫӗ, Умрах пек Ҫӗпӗрти туссем. Трак ен юрӑҫисем юрлаҫҫӗ — Пурин те ҫутӑ ӗмӗтсем.
|
(Шӳтлер-и те кулар-и)
"Арăму пульницӑра Тунӑ,—терӗҫ,—виҫ ача". Пӗри ывӑл пул ара, — Виҫҫӗшӗ те—хĕр ача.
Тӗлӗнтерчӗ Хӗветӳҫ, — Ҫуратмарӗ этемле. Сӑмала пек хура ҫӳҫ Чӑшӑл тӑчӗ вирелле.
Виҫ ача—виҫ чӑмӑркка, — Ӗҫлӗ пултӑм кашнинпе. Виҫ ачашӑн виҫ сӑпка Пӳрте ҫакрӑм йӗркипе.
Кутӑнлашрӗҫ макӑрса Ҫӗрӗпе тем ҫитменрен. Куҫ курман ҫӗре тухса Тарас килчӗ вӗсенчен.
Хама, ассӑн сывласа: 'Тӳсехӗнтӗ,— терӗм,—тӳс". Ман ҫине кулса пӑхса:
"Ашшӗ эс,— тет,—Хӗветӳҫ".
Ялти латсӑр чӗлхесем Сӑмах сарчӗҫ епресе: "Хӗветӳҫӗн ачисем Микуҫпа пулман",—тесе.
Шалт аптрарӑм ун чухне Арăма ним калама. Качака Мархви патне Кайрӑм юмӑҫ пӑхтарма.
Эп пӗлетӗп юмӑҫа Пуш алпа кайманнине. Хӗрлӗ вӑрӑм хут укҫа Кӑшӑрт хутӑм ун умне.
"Арам ман кӗтмен ҫӗртен Typĕ виҫ ача ҫулла. Ашшӗ,—терӗм,— кам вёсен? Пӗлме кирлӗ эс. Кала!"
"Калӑп. Me, чик укҫуна, — Терӗ вӑл хулран тытса. — Хӗл сивви умра. Мана Пар-ха ҫав вутта ҫурса".
Вут ҫурса тем хушӑра Купаларӑм пӗр ҫӗре. Качака Мархви вара Куншӑн савӑнчӗ сӗре.
Тем тесе мана куҫран Вӑл кӑн-н! пӑхрӗ виҫ хутчен. "Микуҫ,—терӗ ан кулян, — Ашшӗ эс вӑл ачасен".
Килтӗм юмӑҫ патӗнчен Кӑмӑла ҫӗклентерсе. Ыталарӑм сисиччен Арăма: "Эс ман!"—тесе.
Тӗлӗнсе вӑл: "Ку мӗне Пӗлтерет?"—терӗ мана. "Эп сана юратнине", — Терӗм чуптуса ӑна.
|
Ҫитрӗ, ҫитрӗ ҫуркунне Йышӑнма хӑй вырӑнне! Хӑвалать, хӗсет хӗле — Ӗҫне лайӑх вӑл пӗлет.
Ӑшӑтса кулать хӗвел, "Ҫӗр-планета, — тет, — ҫӗнел!" Илӗп сана ытама, Тухӑр, ҫынсем, урама.
"Сывӑ-и, — тет, — кураксем, Тӗрлӗ кайӑк-кӗшӗксем! Хатӗр-и-ха йӑвусем, Ҫунат сарма чӗппусем?"
Кар-р! янрать халь таврара. Чана-курак — шыравра. Апат-ҫимӗҫ — тӑранма, Мӑшӑр-йӑва ҫавӑрма.
Саркайӑк-ха халь килмен, Вӑхӑчӗ-ҫке ун ҫитмен. Куккук та, ав, сас памасть, "Ку-кук!.." — юрри шӑранмасть.
Ним те мар кӑсӑяна, Вӑл савать ку тавранах. Пирӗнпе ялан пӗрле, Хӑть ҫу кунӗ, хӑть хӗлле.
Вӑл паян хитрен юрлать, — Ҫурхи кунпа савӑнать. Кусем курӑр-ха, камсем,
Вӑрӑм тӗклӗ шлемлисем?
Свиристель вӑл вырӑсла, Апачӗ — пилеш, палан. Ялан ушкӑнпа вӗсем, Кёҫех кайӗҫ ак вӗҫсе Хӗл Мучийӗн пепкисем.
Пурнӑҫ хаклӑ вӑл темрен Тӗнчери пур чӗр чунсен. Никам та ҫук ытлашши, Хӑйӗн — юрри те ташши!
Пурте — тӗнчен ачисем, Ҫут ҫанталӑк калчисем. Пурте кирлӗ тӗнчере. Эппин, упрар ӗмӗрех!
Пурӑнар тасалӑхра, Сывлӑхра та ырлӑхра. Килентерччӗр урамсем, Чечексем те йывӑҫсем.
Тултӑр кӑмпапа вӑрман. Чӗр чун та ан тартӑрччӗ унтан. Киленсе те йӑпанса, Пурӑнар-и савӑнса!
Савнӑ ман тавралӑхӑм, Эсӗ — мул та пурлӑхӑм! Чун уҫҫи те вӑл — эсех, Ӗмӗр пырччӗ ешерсе!
|
Упири 'Парус" ача садне чӗрӗк ӗмӗрхи юбилей ячӗпе ырӑ сунса
"Парус" ятлӑ ача сачӗ Кунта уснӗ ачаран. Ҫӗкленет ун сӑн-сӑпачӗ. Тухас ҫук асран нихҫан.
Чӗрӗк ӗмӗр эс ишетӗн, Такӑр пулчӗ сумпӑ ҫул. Ҫулсерен хӑват хушатӑн, Улӗм те ҫапла эс пул.
Пепкесем ҫунат сараҫҫӗ, Ăс пухаҫҫӗ пӗчӗкрен. Тӑван кётесе манмаҫҫӗ, Саламлаҫҫӗ инҫетрен.
Эх, юрлар-и пурте харӑс, Юхтӑр юрӑ таврара, Ача сачӗ пирӗн — "Парӑс", Ячӗ юлтӑр халӑхра!
|
Кирука ирех тем пулнӑ? — Аллипе хӑлаҫланать. Кӑнтӑра каймасӑр юлнӑ Куракпа вӑл калаҫать.
"Халь ӑҫта, —тет, — ҫӗр каҫатӑн? Кӑнтӑрти пек мар кунта. Сан валли пӳртре кӑҫатӑ Пур ман — сивӗ вӗт тулта.
Сана эп ак мӗн каласшӑн — Хутӑм ҫӗлӗк те тупса. Тӑхӑнса ҫуре, тархасшӑн, — Ан чирле, курак, шӑнса".
|
|