Илетĕн чул. Перетĕн те - Вӗҫет... Вёҫет... Ÿкет... Сан пахчуна.
Илетӗн эс. Перетӗн те — Вӗҫет... Вӗҫет... Ӳкет... Ман пахчана.
Тӗпчевҫӗсем ҫӳреҫҫӗ таврара, Шыраҫҫӗ тем... Шыраччӑрах ара... Чулмек алра. Перетӗп те — Вӗҫет... Вӗҫет... Ÿкет... Сан пахчуна.
Эс турилкке перетӗн те — Вӗҫет... Вӗҫет... Ӳкет... Ман пахчана.
Тӗпчевҫӗсем ҫавна пӗлмеҫҫё! Мур! Вӗҫет пулсассан—перекенӗ пур! Илетӗн...
|