— Эрхип Толи пулатӑп, —терӗ, Ентеш хӑйпе паллаштарса. — Пирӗн ҫӑкӑра ас тивӗр, — терӗ Чӑваш пикийӗ йӑл! кулса.
Ҫак саманта епле-ха манӑп,
Манмассине чӗре сисет. Мухтав Сире, лартасчё палӑк, Тивӗҫ эсир чыс-хисепе.
Уяв кунсем хыҫа-ҫке юлчӗҫ,
Ҫула тухма ҫитрӗ черет. Сума суса туссем те ҫитрӗҫ, Петӗр Раманч сӑмах илет.
Ашшӗ вырнех хурса хакларё
Ҫумри юлташ вара мана. Чун-чӗрепе хӑпартлантарчӗ Ҫӗпӗр ҫинчен хайлав ҫырма.
Эрхип Толи ҫине те ҫитрӗ: Эпир чи ҫывӑх тӑвансем. Асаттесем пӗрле-ҫке ӳснӗ, Пулнӑ вӗсем пӗр вартисем.
Ҫапла, туссем, эпир телейлӗ, Куратпӑр, халӗ те пӗрле. Атте-анне панӑ пехилӗ — Хӑват хушать чӑваш чӗлхи.
"Эй, ырӑ тӑвансем, чӑвашсем! Ыйхӑран вӑранӑр. Тӑван халӑхӑмӑр чӗлхипе Калаҫма ан манӑр.
Кӑкӑр сӗчӗлелех ӳстерӗр
Сӑпкари ачине. Чӑваш чӗлхинех вӗрентӗр Пӗчӗклех пепкине.
Манран, чӑваш каччинчен, Мамҫари тӑвансене Калам хӗрӳллӗ салам Сирӗнпе пӗрле ялан!"
Йӑван Эрхипч Толин сӑмахё Асра юлать ӗмӗрлӗхе. Тюмень чӑвашӗсен ахахӗ Ҫутаттӑр пӗтӗм Ҫӗпӗре.
Курнӑҫасса вӗсем шантарчӗҫ, Чи сумлӑ Ҫӗпӗрти туссем. Вӑрӑм ҫула пире ӑсатрӗҫ — Умра капмар Урал тусем.
Уйсем, хирсем хыҫа юлаҫҫӗ, Умрах пек Ҫӗпӗрти туссем. Трак ен юрӑҫисем юрлаҫҫӗ — Пурин те ҫутӑ ӗмӗтсем.
|