(Шӳтлер-и те кулар-и)
"Арăму пульницӑра Тунӑ,—терӗҫ,—виҫ ача". Пӗри ывӑл пул ара, — Виҫҫӗшӗ те—хĕр ача.
Тӗлӗнтерчӗ Хӗветӳҫ, — Ҫуратмарӗ этемле. Сӑмала пек хура ҫӳҫ Чӑшӑл тӑчӗ вирелле.
Виҫ ача—виҫ чӑмӑркка, — Ӗҫлӗ пултӑм кашнинпе. Виҫ ачашӑн виҫ сӑпка Пӳрте ҫакрӑм йӗркипе.
Кутӑнлашрӗҫ макӑрса Ҫӗрӗпе тем ҫитменрен. Куҫ курман ҫӗре тухса Тарас килчӗ вӗсенчен.
Хама, ассӑн сывласа: 'Тӳсехӗнтӗ,— терӗм,—тӳс". Ман ҫине кулса пӑхса:
"Ашшӗ эс,— тет,—Хӗветӳҫ".
Ялти латсӑр чӗлхесем Сӑмах сарчӗҫ епресе: "Хӗветӳҫӗн ачисем Микуҫпа пулман",—тесе.
Шалт аптрарӑм ун чухне Арăма ним калама. Качака Мархви патне Кайрӑм юмӑҫ пӑхтарма.
Эп пӗлетӗп юмӑҫа Пуш алпа кайманнине. Хӗрлӗ вӑрӑм хут укҫа Кӑшӑрт хутӑм ун умне.
"Арам ман кӗтмен ҫӗртен Typĕ виҫ ача ҫулла. Ашшӗ,—терӗм,— кам вёсен? Пӗлме кирлӗ эс. Кала!"
"Калӑп. Me, чик укҫуна, — Терӗ вӑл хулран тытса. — Хӗл сивви умра. Мана Пар-ха ҫав вутта ҫурса".
Вут ҫурса тем хушӑра Купаларӑм пӗр ҫӗре. Качака Мархви вара Куншӑн савӑнчӗ сӗре.
Тем тесе мана куҫран Вӑл кӑн-н! пӑхрӗ виҫ хутчен. "Микуҫ,—терӗ ан кулян, — Ашшӗ эс вӑл ачасен".
Килтӗм юмӑҫ патӗнчен Кӑмӑла ҫӗклентерсе. Ыталарӑм сисиччен Арăма: "Эс ман!"—тесе.
Тӗлӗнсе вӑл: "Ку мӗне Пӗлтерет?"—терӗ мана. "Эп сана юратнине", — Терӗм чуптуса ӑна.
|