Тунтикун, 23.12.2024, 18:02
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Карай пултарулăхĕ

Уйрăлу куççулĕ
Регина иртерех вăранчĕ. Çутă çутса ячĕ те сĕтел çинчи уçă конвертпа юнашар выртакан хура-шурă сăн ÿкерчĕке илчĕ, чăп! чуп турĕ те ăна кăкăрĕ çумне тытрĕ. Çакна амăшĕ асăрхарĕ.
— Кĕтетĕн пулĕ та-ха, — терĕ.
— Кĕтетĕп. Куç пекех кĕтетĕп, анне, — хуравларĕ хĕрĕ.
— Кĕтме пĕлекенсем телейлĕ, теççĕ. Кĕтех, — кăмăллă пулчĕ амăшĕ.
Ку сăн ÿкерчĕке Ваçук ярса панăччĕ. Вăл Инçет Хĕвел тухăçĕнче тинĕс çар службинче тăрать. Мĕнле кĕтсе илет-ши Регина чун савнине? Паллах, таса чунпа, юратупа!
Утмăл турат чечекĕ пек кăвак куçлă хĕре куç хывакан каччăсем пурччĕ ялта. Колхозăн тĕп бухгалтерĕ: "Регина манăн мăшăр пулас пулсан, вĕсен килĕпе хамăр кил хушшинчи çула пин тенкĕлĕх хут укçапа сарса тухатăп”, — тесе каланă сăмах та тухнăччĕ. "Чуп тунă чухне аллисене пилĕкрен аялалла яракан каччă — ырă каччă мар. Ун пеккисене çывăха та ан яр”, — тенĕччĕ амăшĕ вĕрентсе Регинăна. Ют каччăсем çине алă сулчĕ вăл. Ваçука кĕтме çех чĕре алăкне яр уçса хучĕ.
Ваçук юр çусан килчĕ. Яштака. Якорь ÿкернĕ лентăллă сăмсасăр карттуспа. Хуп-хура моряк тумĕпе. Униççе аппа ывăлĕ çине пăхать, пăхать — пăхса тăранаймасть.
— Амăшĕ, ывăла ман валли те хăвар. Атту пăхнипех çисе яратăн, — шÿтлерĕ мăшăрĕ.
Кукăль шăршиллĕ пÿрте Ваçук юлташĕсем килсе тулчĕç. Калаçрĕç, кулчĕç. Унтан ушкăнĕпех шкула ачасен концертне курма кайрĕç.
Ваçук сăмсасăр карттусне апла та, капла та лартрĕ. Хĕл сивви çав-çавах хăлха тăррисене çăтăр чĕпĕтрĕ.
— Учительсен пÿлĕмне ăшăнма кĕрĕр!— сĕнчĕç вĕсене шкулта.
— Ай-уй, хам ăшăтмасан... Шăллăма ăшăтам-ха, — пырса çупăрларĕ Ваçука Надежда Васильевна, математика учителĕ. Ăна хăлхисенчен, питĕнчен çемçе аллисемпе сăтăрчĕ. Тулли кăкăрĕ Ваçука перĕне-перĕне илчĕ. Халиччен хĕрарăм ачашлăхĕн илемне курсах кайман каччăн унччен Регинăна "юрататăп” тенĕ сăмаха халь Надежда Васильевнăна калас килчĕ. Каларĕ те.
Ялта нимĕн те пытараймăн. Надежда Васильевнăпа Ваçук çинчен тĕрлĕрен сăмах вакларĕç.
— Лайăх ĕнтĕ. Пыр та кĕр. Аслашшĕн пÿрчĕ пушах, — терĕç.
— Сăкăтран ик-виçĕ хутчен те килчĕç. Çураçмарĕ, — ÿпкелешрĕ хĕр пултăрне инкĕшĕ.
Регина чĕри çунмаллипех çунчĕ.
— Ваçук ни санăн упăшку мар. Эс те унăн арăмĕ пулман. Вăл та, эс те ирĕклĕ, — кăмăлне çемĕçтересшĕн пулчĕ хĕр тантăшĕ.
Регина темле пулсан та Ваçукпа курса калаçасшăнччĕ. Мĕн каласшăнччĕ-ши вăл ăна? Надежда Васильевна хваттерне хирĕç пурăнакан Анна карчăк патне кайрĕ.
— Ваçук унта, — пĕлсе килчĕ лешĕ.
Нумай кĕтмелле пулмарĕ. Ваçук урамри колонкăран шыв илме тухрĕ. Регина, чунне хытарса, ун патне чупнă пек пычĕ. Ăна вăл хăйне службăран ярса панă сăн ÿкерчĕке тыттарчĕ.
— Эсĕ хăв валли тупрăн пулсан, эп те хам валли тупрăм, — терĕ.
— Кама? — кăшкăрнă пек ыйтрĕ Ваçук.
Регина унран вăрт пăрăнчĕ те вĕлтĕр-вĕлтĕр юр вĕçекен урампа каялла çаврăнса пăхмасăр утрĕ. Пĕр юр пĕрчи ун пичĕ çине пырса ларчĕ, ирĕлсе тути хĕррине çитичченех йăр юхса анчĕ. Регинăшăн ку уйрăлу куççулĕ пултăрччĕ кăна.
Категори: Николай Карай пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (09.08.2013) | Автор: Николай Карай-Дмитриев
Миçе çын вуланă: 336 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 2
Хăнасем 2
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz