|
Çынран юлмасăр…
(Геннадий Сергеевич Сергеева 80 çулхи юбилейĕ ячĕпе)
Шурăм пуç ир шăранать-и Çĕр питне ярса шевле. Саламлать сана, Геннадий, Çитнипе пуль юбилей.
Чыслă-сумлăн та хисеплĕн Кун-çулу пырать шуса. Ĕç-пуçна тăватăн тĕплĕ, Калаçсан та юптарса.
Тăрăшан ялан ăш пиллĕн Вăй-хăват парса пире. Куракан итлет пит тимлĕн Хыптарсан вут чĕрере.
Сассупа çунат хушатăн Пит мăнаçлăн юрласа. Рольсене те калăплатăн Чуну витĕр кăларса.
Тăван кил пек сцена саншăн. Вут-хĕлхем илсе çынран Пĕр вĕçетĕн, ярăнатăн Кăйкăрпа пулса пĕр тан.
Халăхпа эс пурăнатăн Пайласа ун хуйхине. Йăпанатăн, савăнатăн Туйса çут пуласлăхне.
Ачусем ÿссе саланчĕç Кайăк пек тĕнче тавра. Çич енчен халь саламларĕç Малашне шанса ырра.
"Тавта пуç, сана, — калатпăр, — Чыс-хисеп сана, мухтав. Эс пуртан пуль тĕнче капăр, Панăнах сасне Мускав!”
Юлташсемĕр, тантăшсемĕр, Ялан пултăр-и çапла. Ят ямасăр, ĕмĕр-ĕмĕр Пурăнар-и тăванла!
| Категори: Валентина Рудникова | Кам хушнă: mixaj_58 (20.08.2013)
| Автор: Валентина Рудникова
| Миçе çын вуланă: 344
| Рейтинг: 5.0/1 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|