Ку вырăна униче тенĕ. Халĕ унчченхи уничен палли çукпа пĕрех. Аллăмĕш çулсенче çÿллĕ вышкăллă пушар деповĕ, унпа юнашарах тăват-пилĕк автомашина лартмалăх кирпĕчрен гараж турĕç. Кунтах диспетчер пÿлĕмĕ те пурччĕ. Алăкне хĕрлĕпе сăрланăччĕ. "Хĕрлĕ алăк”, — тесен, такам пĕлнĕ. Ку гараж. Лайăх астăватăп, "хĕрлĕ алăкра” "Комиссар” ятлă кино укçасăр кăтартрĕç. Халăх йышлă пухăннăччĕ. Ĕçсем граждан вăрçи вăхăтĕнче пулса иртеççĕ: хĕрлĕ армеецсен пĕр ушкăнĕ хĕлле вăрманта вутă хатĕрлет. Комиссарĕ пурттине алăран та ямасть — йывăç хыççăн йывăç касса ÿкерет. Ăçтан тульккăш тухать вăйĕ! Эпĕ колхозри ĕç çумне ялти шкултан вĕренсе тухсанах çыпçăнтăм. Ĕç хушнă — тунă. Турткалашса тăман. Вăл кун ял варринчи пĕве çурхи шывпа татăлса каясран канавсенче юр уçрăмăр. Кайран бригадир: "Çĕньял ферминчи сурăхсене кăшлама ăвăс кирлĕ”, — терĕ. Хамăр ялтан тăватă çухрăмри вăрмана çуналлă тракторпа ăвăс касма кайрăмăр. Малтанах юр тытатчĕ. Кăнтăрлапа ăшăтса пăрахрĕ. Утнă чухне юр путрĕ. Юр айĕнче шыв! Кăçатăсене иккĕшне те шыв витрĕ. Пăрахса каяс — ĕç кунĕ шутланмасть. Килнĕ-тĕк — ĕçлемеллех! Тарлă пуçран çĕлĕке хыврăм. Ăна сулкаласа çамрăк юман çумне кайса тайăнтăм. Турат çине чакак пырса ларчĕ. Чак-чак-чак! чакăлтатрĕ вăл. Эпĕ ăна темĕн каласшăн пултăм. Калаймарăм. Çывăхра асли пулса килнĕ вăрăм Йăван сасси янăрарĕ: "Тавай сĕтĕрĕр! Тийĕр!” Анакан хĕвел çине пăхса илтĕм. "Васкамалла!” — хыпăнтартăм хама хам. Сасартăк шухăшламан туман çĕртенех кинори комиссар сăнĕ куç умне тухрĕ. Манран вăл: "Ывăнтăн та-и?” — тесе ыйтнă пек илтĕнчĕ. "Ывăнман!” — кăшкăрса ятăм эпĕ. Каснă ăвăс турачĕсене сĕтĕрсе, йăтса мĕн чухлĕ утмарăм-ши эп вăрманта! Тумтир шыва кĕрсе ÿкнĕ чухнехи пек йĕп-йĕпе. Пит тăрăх тар юхать. Куçа кĕрет. Каç пулттипе хура тĕтĕм кăларса трактор яла кĕчĕ. Эп çуна çинчен анса юлтăм. Кил хушшине кĕрсессĕн тин хырăм питĕ выçнине, çип татма та вăй юлманнине туйрăм. Мана хирĕç аннепе аппа чупса тухрĕç. Пÿрте çавăтса кĕчĕç. Урасенчи кăçатăсене касса хывса илчĕç. — Тĕлĕкре çĕрĕпех такампа калаçрăн. Темиçе хутчен те: "Ывăнман”, терĕн, — пĕлтерчĕ ирхине анне.
|