Кашни кухаркăн патшалăха ертсе пыма пĕлмелле. В.И.Ленин
Ĕнер пĕçереттĕнччĕ эсĕ апат...
Ĕнер эс çăваттăнччĕ савăт-сапа...
Мухтатчĕç сана
Çиекен çынсем:"Ах!
Эс тутлă апат пĕçеретĕн. Чăнах!"
Паян пĕçерсе çитереççĕ сана! Паян эс тиркетĕн мĕн пиçнĕ - çавна! Сăлтавĕ кăшт паллă: Паян эс - ХУÇА! Тăвасшăн хăв майлă... Мĕн килнĕ пуçа!
Анчах та пуçра сан салат... винегрет... Мухтав сăмахне ку илтмешкĕн çитмест! Апла-тăк, тăванăм... Атя-ха, ыран Çакатпăр каллех чап илмешкĕн... ХУРАН!
16.07.1998 ("Ял пурнăçĕ")
|