Ытларикун, 30.04.2024, 18:55
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Ачасен пултарулăх конкурсĕ

Категорире миçе материал: 71
Миçе материал кăтартнă: 16-20
Страницăсем: « 1 2 3 4 5 6 ... 14 15 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Трак ен, Трак ен – савнă ен!
Эп саватăп сана чĕререн.
Ешерен илемлĕн çулсерен –
Эп çырап çак сăвва сан çинчен.
 
Мĕн тери хитре урамусем,
Кашни çул хăпараççĕ çуртсем.
Пурăнаççĕ унта юлташсем,
Чăвашсен, вырăссен çемйисем.
 
Мăнаçланать газ станцийĕ кунта,
Таврара шкулсемпе садиксем…
Район пуласлăхĕ ÿсет-çке кунта -
Чечеклен, тĕреклен эс Трак ен!
                           
Женя Суховетрюк, 5-а класс
Ертÿçи – Михайлов В.М.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 320 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 16.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Урамра лапка-лапка юр çăвать. Таврара йăлт шап-шурă. 5 çулхи Мишша чъречерен тулалла пăхса ларать. «Эх, ыран ярăнатпăр ĕнтĕ тăвайккинче!»- шухăшлать вăл.
Ашшĕ ăна паян кăна йĕлтĕр илсе килсе пачĕ. Йĕлтĕрĕ кăн-кăвак тĕслĕ. Çутă çинче йăлтăр-йăлтăр тăвать. Мишша паянах ярăнма тухасшăнччĕ - анчах каç пулнă.
-Ыран пулсан ыран эппин, ыран,- ĕмĕтленчĕ пĕчĕк ача.
Ытти каçсенче вăл выртнă-выртман ыйха путаканччĕ. Кĕçĕр час çывăрса каяймарĕ. Вăл ыранхи çинчен шухăшларĕ.
Ирхине Мишша вăранчĕ те васкаса вырăн çинчен тăчĕ, тумланчĕ. Апат çимесĕрех урама чупса тухрĕ. Унăн часрах Валерик патне кайса йĕлтĕрне кăтартас килчĕ. Ара урамри ытти ачасем шкула каяççĕ-çке-ха. Валерик те ав çитес кĕркунне шкула кайма хатĕрленет.
Валерик ун йĕлтĕрне курсан савăнсах кайрĕ.
-Епле чаплă йĕлтĕр! Сана аçу илсе пачĕ-и?- ыйтрĕ вăл.
-Атте çав, ĕнер каçпа Шупашкартан илсе килчĕ,- мăнаçлăн тавăрчĕ Мишша.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 292 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Урампала, ахăртнех,
Утать Уртем хăй килне.
Тĕлĕнтермĕш  темелле:
Мăсăрланать пуç çинче.
Пирус хыпнă çăварне,
Явăнтарать тĕтĕмне.
Пăх та кур эс тамаша,
Ку мĕскерле апăрша?
Чĕрни сарă, шăлĕ хăмăр,
Пăхсан: Катемпи ку, тейĕр.
Йăлт çухатнă сăн- питне,
Паллама çук ку камне.
Кун пеккине эс курсан
Ут уйрăлса аякран.
Вăл пулас çук сан юлташ.
Унпала эс ан туслаш.
Пируса Алла тытни-
Сывлăха хавшаклатни.
Пурнăçа тăсас тесен
Унсăр пурăнма вĕрен!   
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 283 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сывă-и, аякри тусăм, Лена. 
Санран нумай пулмасть çыру илтĕм. Тавах сана уншăн. Эсĕ мана аннем çинчен çырса пĕлтерме ыйтнă. Эпĕ ун çинчен пĕр вĕçĕмсĕр çырма пултаратăп. Кайран вуласа ывăнтăм тесе ан пăшăрхан. Итле эппин.
Манăн анне ячĕ - Людмила. Вăл вырăсла "людям милая" тенине пĕлтерет. Чăнах та, анне çынсемпе ырă пулма тăрăшать: ваттисемпе ватă çынпа пупленĕ пек калаçать, çамрăксемпе - çамрăк çынпа калаçнă евĕр. Кашни çын валлиех  ăшă сăмах тупăнать унăн. Кукамай анне пирки: "Чуна лăплантармалли сăмахĕсене ăçтан тупать-ши?"- тесе тĕлĕнет. "Санпа калаçса чуна лăплантартăм. Халĕ урăх кулянмастăп ĕнтĕ,"- тенине тăтăшах илтетĕп эпĕ кукамайран. Мамак (асанне) вара хăйне тăтăшах апи тесе чĕннĕшĕн хĕпĕртет. Вĕсем пĕрле 13 çул пурăнаççĕ ĕнтĕ. Эпĕ вĕсем хирĕçнине пĕрре те курман. Анне мамак çинчен е мамак анне çинчен тиркесе калаçнине те илтмен. Анне пире те ваттисене хисеплеме вĕрентет. Вĕсен сывлăхĕпе кăсăкланмаллине, чей лартса ĕçтермеллине, ĕçлесе пулăшмаллине тăтăшах аса илтерсе тăрать.
"Ĕç вăл-пурнăç тыткăчи,- тет тата пире анне. -Кашни ашшĕ-амăшĕн хăйĕн пепкине ĕçлеме хăнăхтармалла.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 699 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.02.2010 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

            Вылякансем:
            Марук - 6   çулта
            Амǎшĕ - 34  çулта
            Миша -   Марукпа пĕр урамра пурǎнакан, 5-7 çулта
            Хветĕр пичче - индивидуаллǎ хуçалăх хресченĕ
            Лена - Марукǎн чǎн-чǎн амǎшĕ, 35 çулта
 

 Ĕçе пурнăçлаканĕ: Красноармейски районĕнчи Пикшик вăтам шкулĕнчи 7-мĕш класра вĕренекен Ершова Наталия

Ĕçе ертсе пыраканĕ: чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Тихонова Л.А.

 


Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 300 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.02.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz