Юнкун, 22.05.2024, 00:45
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Ачасен пултарулăх конкурсĕ

Сăпка юрри-1. Пьеса/"Ачасен пултарулăхĕ" конкурса
       Вылякансем:
            Марук - 6   çулта
            Амǎшĕ - 34  çулта
            Миша -   Марукпа пĕр урамра пурǎнакан, 5-7 çулта
            Хветĕр пичче - индивидуаллǎ хуçалăх хресченĕ
            Лена - Марукǎн чǎн-чǎн амǎшĕ, 35 çулта
 
Çутă, тирпейлĕ плĕмре пĕчĕк Марук хуп турттарать. Пÿрте   вăхăтăн-вăхăтăн хĕвел ури кĕрсе тухать. Уçă чÿречерен кайăксен сасси илтĕнет. Пÿртре радиопа юрă янăрать: «Аннене суйламаççĕ, ма тесессĕн пĕрре…» Амăшĕ хĕрне чуп туса вăратма тăрăшать. Кăлăхах пулнине курса пăрăнса утать. Марук кăмăлсăррăн тăрса ларать.
Марук: (куçĕсене аăтăркаласа, тутине тăсса тăрса ларса.) Текех пĕчĕк ача мар ĕнтĕ эпĕ. Мĕн мана кашни ир вăратмалли пур. Чуп тумашкăн эп арçын ача маp„‚. Ăçта курнă вара вăл хĕр ача хĕр ачана чуп тунине? (Кǎмǎлсăр утиялне уçнă май пу ç çийĕнчен  витенсе варттăн пăхма тǎрǎшать.) Мур кайăкĕсем, ĕçсĕр аптраса, хăйсем хушшинче тупăшаççĕ-ши? Текех чанкăлтатаççĕ. Çăварĕсене хăçан та пулин хупма пĕлеççĕ-ши? Утиял айĕнче те илтĕнет вĕт. Çĕр çăтманскерсем! (Кăшт тăхтасан, хĕпĕртенĕ евĕр.) О-о-о! Ку асанне пекех пулчĕ-ха ман! (Марук утияла пуç вĕççĕн витĕнсе выртать.
    Çав вăхăтра пÿрт алăк сасси илтĕнет. Марук сасă еннелле çаврăнса пăхать.
 
Амăшĕ:(хăйĕн шăнкăрав пек сассипе,пуçĕнчен ачашласа. ) Хĕрĕм, тен,сан апат та çиес килчĕ пуль,апат пиçрĕ,атя  çиме.
Марук:(амăшĕ çапла ыйтнинчен тĕлĕнсе куçĕсене ал лаппипе сăтăркаласа илсе,çăварта усранă сăмахĕсене персе ярать.) Мĕн апачĕ! Тăна кĕместĕп. Йĕркеллĕ çынсем ирпе тăрсан чи малтан вырăн пуçтараççĕ çăвăнса тирпейленеççĕ,кайран çеç апата лараççĕ. Эпĕ вара вăранман та иш-шă.Вăранма та шутламастăп. (Каялла правă еннелле утать.)
Амăшĕ: Марук,…тĕлĕк куртăн-им?
Марук: Тĕлĕк?.. Эпĕ  чи-чи телейличчĕ паян! Асанне манна çĕнĕ,халь тин çунă юр пек шап шурă кĕпе парнелерĕ. Вăл манн çилпе вĕлтĕртетсе çеç пырать. Манăн алă вырăнне  çунат пулать те эпĕ акăшсемпе сывлăшра вĕлкĕшетĕп. Вĕсем ман кĕпепе киленсе хăйсем хушшинче темскер пăшăлтатаççĕ пек. (Тем аса илнĕн.) Паян вара манăн вĕсемпе пĕрле акăшсен патшалăхне вĕçсе каймаллаччĕ. (Айăпланă евĕр.) Пĕлетĕн-и,унта çав тери хитре!..Эпĕ вĕçсе кайнă пулсан унта савăнса çеç пурăнăттăмччĕ. Телейлĕ тĕлĕксем çеç курăттăмччĕ. Хамăн шурă кĕпепе вĕлтĕртеттерсе çеç çярĕттĕм. Эсĕ мана вĕçсе кайма памарăн,асаннене те ман патран тартрăн. (Кăшт тăхтаса,хăй çине пăхса илет.) Мĕн амакĕ? Ăçта кĕпе ?! (Ăнланмасăр амăшĕ çине пăхса илет.) Чăнах та тĕлĕкех пулчĕ-ши вара ку? (Пĕр вăхăт шухăша путнă май ларать те ăслă япала каланă евĕр.) Паянхи кунпах  пурăнма тивет ĕнтĕ,çитет тĕлĕкре вĕçсе.
Амăшĕ: Тĕрĕс,тĕрĕс,хĕрĕм. (Марука пуçĕнчен ачашласа.) Атя апат çиме,сивĕнсе те кайрĕ пуль.
Марук: (пит-куçне çума манса кайса апат çиме кĕрсе ларать.Пĕр-ик кашăк сыпсан,çăкăр турилкки патне туртăннă вăхăтра  вĕри яшкана хăйĕн çине тăкса ярать.) Ап-ап-ап! Анне,ыратать!!!
Амăшĕ:(хĕрĕ кăшкăрнине илтсе чупса килет) Мĕн пулчĕ тата? Мĕншĕн асăрханмастăн-ха .Кăшт чăт, хĕрĕм. Миччас ыратма пăрахать. Акă урусем çине çĕр улми касса хуратăп та. (Мĕр улми патне каять.) Мамрăк ят çамрăк ятех çав. Хăвăрт тярленет. Асламăшĕ авă уйăх çурă вырăн çинче выртрĕ .Кайран мĕн пур тăванĕсене пухрĕ те юлашки сывлăшне кăларчĕ.
Марук:(пĕр вăхăт шăп ларнă хыççăн.) Пăх-ха ăна чутах пиçсе каяттăмччĕ вĕт. Пуканелле те выляймастăмччĕ. »Анне»,- те вара,мĕн чул пурăнать хăй,çаплах ачасене яшкана сивĕтсе памаллине вĕренсе çитеймест. Пире садикре нихăçан та вĕри яшка çитермеççĕ.
Амăшĕ кĕрет .
Амăшĕ:(çĕр улми татăкĕсене Марук ури çине хурать.) Марук,эсĕ манăн чăн-чăн паттăр. Ыратнине чăтма пултаратăн. Паянхи санăн юлташ-çĕр улми. Унăн хăвачĕпе усă курса эсĕ кĕçех утма çеç мар сиккелеме те пуçлăн. 
Марук: Выляма та тухма пултаратăп-и?                   
Амăшĕ: Паллах.                                                                                            
Ģав вăхăтра шăхăрнă сасă илтĕнет.
 

Иккĕмĕш курăну

 

Миша: Ачасем,Марук та выляма килет.              

 Марук: Мĕнле вылятăр? Эп те сирĕнпе вылятăп.

Лена: Эпир пытанмалла вылярăмăр ĕнтĕ. Халĕ ман тытмалла выляс килет.

Категори: Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (14.02.2010)
Миçе çын вуланă: 304 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz