Юнкун, 22.05.2024, 06:21
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Ачасен пултарулăх конкурсĕ

ТĂВАЙККИНЧЕ/"Ачасен пултарулăхĕ" конкурса
Урамра лапка-лапка юр çăвать. Таврара йăлт шап-шурă. 5 çулхи Мишша чъречерен тулалла пăхса ларать. «Эх, ыран ярăнатпăр ĕнтĕ тăвайккинче!»- шухăшлать вăл.
Ашшĕ ăна паян кăна йĕлтĕр илсе килсе пачĕ. Йĕлтĕрĕ кăн-кăвак тĕслĕ. Çутă çинче йăлтăр-йăлтăр тăвать. Мишша паянах ярăнма тухасшăнччĕ - анчах каç пулнă.
-Ыран пулсан ыран эппин, ыран,- ĕмĕтленчĕ пĕчĕк ача.
Ытти каçсенче вăл выртнă-выртман ыйха путаканччĕ. Кĕçĕр час çывăрса каяймарĕ. Вăл ыранхи çинчен шухăшларĕ.
Ирхине Мишша вăранчĕ те васкаса вырăн çинчен тăчĕ, тумланчĕ. Апат çимесĕрех урама чупса тухрĕ. Унăн часрах Валерик патне кайса йĕлтĕрне кăтартас килчĕ. Ара урамри ытти ачасем шкула каяççĕ-çке-ха. Валерик те ав çитес кĕркунне шкула кайма хатĕрленет.
Валерик ун йĕлтĕрне курсан савăнсах кайрĕ.
-Епле чаплă йĕлтĕр! Сана аçу илсе пачĕ-и?- ыйтрĕ вăл.
-Атте çав, ĕнер каçпа Шупашкартан илсе килчĕ,- мăнаçлăн тавăрчĕ Мишша.
Валерик юлташĕшĕн пĕр хĕпĕртерĕ, пĕр ăмсанчĕ. Хальччен унăн чи чаплă йĕлтĕрччĕ. Халĕ ав – Мишшан. Ачасем Мишшан йĕлтĕрĕпе ярăнасшăн пулаççĕ ĕнтĕ.
Вĕсем тăвайккине çитсе пынă чух унта ачасем тем чухлехчĕ. Леш кассинчен чылай пуçтарăннă. Вĕсен урамĕнче пърчĕсем те çĕнĕ, ачисем те нумай ав. Çĕнĕ урам теççĕ ăна ялта. Мишшасен урамĕ те кивĕ мар-ха. Вĕсен çĕнĕ урамран хитререх те. Вĕсен урамĕ пĕве хĕррипе вырнаçнă. Шыв хĕррипе – çъçесем çитĕнеççĕ. Çулла вĕсен вĕтĕ-вĕтĕ турачĕсем шыв çинех усăнса анаççĕ. Çилхисене тăрă шывра чъхеççĕ тейĕн. Çĕн урамра вара çап-çара.
Валерик шухăшланă пекех ытти ачасем Мишшан йĕлтĕрне мухтарĕç. Пĕр Эдик çеç ун çине çаврăнса пăхмарĕ. Вăл хăйĕн йĕлтĕрĕ çине пăхрĕ те:
-Манăн санран та лайăхрах. Манне те халь анчах туяннă, пĕр эрне каялла кăна,- кăмăлсăррăн мăкăртатрĕ сăмси айĕнче.
Ачасен ун çине къренме вăхăт пулмарĕ. Вĕсем васкасах тăвайккинчен ăмăртмалла ярăнма тытăнчĕç. Кашнинех инçетерех ярăнса каяс килчĕ. Тăвайккинчен упаленсе хăпарма тăрăшса ăшша пиçрĕç. Пичĕсем анис пан улми пек хĕп-хĕрлĕ.
+нсăртран Валерик кăпăшка юр çине персе анчĕ. Мишша тусĕшĕн пăшăрханса кайрĕ. Ара, епле-ха капла. Валерик ура çинче çирĕп тăраканччĕ-çке-ха?! Тата мĕншĕн тăма васкамасть вăл? Леш кас ачисем кулма тытăнаççĕ ĕнтĕ.
-Ай, çемçе тъшекрен те çемçе-çке!- хăлхана пырса кĕчĕ Валерикăн уçă, çав вăхăтрах çирĕп сасси.
Пурте Валерик çине çаврăнса пăхрĕç. Тĕлĕнмелле. Ачасем пĕрерĕн-пĕрерĕн юр ăшне ăсан аçисем пек чăма пуçларĕç. Кашниех кăпăшка юр ăшне шаларах кĕрсе выртма хăтланать. Мишша та вĕсенчен юлмарĕ. Йĕлтĕр хуçасси çинчен асăрхаттарнине манса кайсах шапа пек йăтăнса анчĕ. Ыттисемшĕн кулăшла пулса тухрĕ курнать. Кулса ячĕç. Мишша вара пĕртте къренмерĕ. Аслисене култарма пултарнишĕн савăнчĕ кăна.
Кăшт вăхăт иртсен ачасем юхан шыв патĕнче те ярăнса пăхма шутларĕç. Тăвайккинчен аякрах мар вырнаçнă вăл. Унта пĕр вунă минут çеç ярăнса каймалла. Ытти чухне ачасем унта каякан марччĕ. Паян шыв шăннипе шăнманнине пăхма кайса килес терĕç.
Унта çитсен Мишша йĕлтĕрне хывса тасатма шутларĕ. Юрĕ питех тулманччĕ-ха. Унăн юлташĕсене тепĕр хут çĕнĕ йĕлтĕрĕ çине пăхтарас килчĕ. Лешсем вара тимлесех шыв çине тем курман пек тинкерсе пăхса тăраççĕ. Калăн ылтăн пытаннă.
Мишша хăй те сисмерĕ: хăрах йĕлтĕрне ăнсăртран тĕкрĕ те – вăл чăнкă çырантан вăшлатса шыва чăмпăлт! турĕ.
-Валерик!- ниçта кайса кĕме пĕлмен енне кăшкăрса ячĕ Мишша. – Йĕлтĕр шыва кайрĕ!
Ачасем йĕлтĕре тытас пек шыв хĕрне чупса анчĕç. Шыв çинче чъхене-чъхене ишет Мишшан йĕлтĕрĕ. Мĕн тумалла? Мишша хăранипе йĕрсех ячĕ.
-Мĕн ълен?- терĕ Эдик. –Сан йĕлтĕръ ниçта та каймасть. Ыран ирхине аçу кимĕпе тухать те кăларса парать.
-Ирччен Атăла та юхса çитме пултарать,- терĕ ку таранччен шăп тăнă Палюк.
-Хăй айăплă,- терĕ те Эдик, ним пулман пек йĕлтĕрне илсе килелле таплаттарчĕ.
-Ан йĕр, Мишша, куççульпе нимĕн те тăваймăн,- çирĕп сассине пусарса каларĕ Валерик. –Эсĕ мана тăпра муклашкисем илсе пар, эпĕ вĕсене шыва , йĕлтĕр хыçне перĕп. Вара вăл хумпа çыран хĕрне килĕ.
Ачасем Валерика тăрăшсах шăн тăпра муклашкисене парса тăчĕç. Валерик алли шăннине пăхмасăрах вĕсене шывалла ывăтать. Ачасен те алсишĕсем тăпрапа вараланчĕç. Вĕсен халь пĕртен-пĕр шухăш: йĕлтĕре шывран кăлармалла. Йĕлтĕр çыран еннелле сăмсине кăтартсан Валерик хăйĕн йĕлтĕрĕпе çаклатса илсе ăна шывран кăларчĕ-кăларчех.
-Ме, тыт. Ълĕмрен асăрхануллă пул,- йывăррăн сывласа каларĕ Валерик Мишша тусне.
Ачасем Валерик çине савăнса пăхса илчĕç. Кашниех ăна пулăшма пултарнăшăн хĕпĕртерĕç. Пĕр Эдик çеç çав туйăма туйса кураймасăрах юлчĕ.
 
Шумилова Надежда, 6 класс
Красноармейски районĕ,
Пикшик вăтам шкулĕ
«Илемлĕ сăмах лаççи» кружок членĕ.
Категори: Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (14.02.2010)
Миçе çын вуланă: 296 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz