Юнкун, 27.11.2024, 04:25
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Валентина Рудникова

Категорире миçе материал: 13
Миçе материал кăтартнă: 6-10
Страницăсем: « 1 2 3 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Ҫитрӗ, ҫитрӗ ҫуркунне
Йышӑнма хӑй вырӑнне! 
Хӑвалать, хӗсет хӗле —
Ӗҫне лайӑх вӑл пӗлет.

Ӑшӑтса кулать хӗвел,
"Ҫӗр-планета, — тет, — ҫӗнел!"
Илӗп сана ытама,
Тухӑр, ҫынсем, урама.

"Сывӑ-и, — тет, — кураксем,
Тӗрлӗ кайӑк-кӗшӗксем!
Хатӗр-и-ха йӑвусем,
Ҫунат сарма чӗппусем?"

Кар-р! янрать халь таврара.
Чана-курак — шыравра.
Апат-ҫимӗҫ — тӑранма,
Мӑшӑр-йӑва ҫавӑрма.

Саркайӑк-ха халь килмен,
Вӑхӑчӗ-ҫке ун ҫитмен.
Куккук та, ав, сас памасть,
"Ку-кук!.." — юрри шӑранмасть.

Ним те мар кӑсӑяна,
Вӑл савать ку тавранах.
Пирӗнпе ялан пӗрле,
Хӑть ҫу кунӗ, хӑть хӗлле.

Вӑл паян хитрен юрлать, —
Ҫурхи кунпа савӑнать.
Кусем курӑр-ха, камсем,
Вӑрӑм тӗклӗ шлемлисем?

Свиристель вӑл вырӑсла,
Апачӗ — пилеш, палан.
Ялан ушкӑнпа вӗсем,
Кёҫех кайӗҫ ак вӗҫсе
Хӗл Мучийӗн пепкисем.

Пурнӑҫ хаклӑ вӑл темрен
Тӗнчери пур чӗр чунсен.
Никам та ҫук ытлашши,
Хӑйӗн — юрри те ташши!

Пурте — тӗнчен ачисем,
Ҫут ҫанталӑк калчисем. 
Пурте кирлӗ тӗнчере.
Эппин, упрар ӗмӗрех!

Пурӑнар тасалӑхра,
Сывлӑхра та ырлӑхра.
Килентерччӗр урамсем,
Чечексем те йывӑҫсем.

Тултӑр кӑмпапа вӑрман.
Чӗр чун та ан тартӑрччӗ унтан.
Киленсе те йӑпанса,
Пурӑнар-и савӑнса!

Савнӑ ман тавралӑхӑм,
Эсӗ — мул та пурлӑхӑм!
Чун уҫҫи те вӑл — эсех,
Ӗмӗр пырччӗ ешерсе!
Валентина Рудникова | Миçе çын пăхнă: 595 | Author: Валентина Рудникова | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.04.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

(Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин тапхăрĕнче çуралнисене халаллатăп)

Çĕкленчĕ шуçăм, 
Çĕн куншăн — пуçлăх. 
Тĕнче илемĕ 
Синкер пиллемĕ. 

Çĕр-шыв-аннемĕр
Эс пурăн ĕмĕр! 
Санра — пуласлăх, 
Санра — малашлăх! 

Ачалăх пулчĕ —
Чунра йĕр юлчĕ. 
Сăпкамăм витĕр 
Çул хыврĕ Гитлер. 

Пур халăх каррăн,
Тăрса вăр-варрăн, 
Çĕкленчĕ харăс... 
Çĕнтерчĕ харсăр. 

Çĕр-шыв хăвачĕ
Каллех хăпарчĕ. 
Пиллерĕ ирĕк, 
Чуралăх, сирĕл! 

Эсир хăватлă,
Халь ик çунатлă. 
Çул-йĕр хыватпăр, 
Çурт-йĕр лартатпăр!
Валентина Рудникова | Миçе çын пăхнă: 284 | Author: Валентина Рудникова | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 04.03.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Çуралатпăр çĕр çине, ÿсетпĕр
Аслисен тĕпе хурса пилне. 
Мĕншĕнне çеç уççăн пĕлейместпĕр, 
Çул шырать кашнийĕ хăйĕнне. 

Ăраскал пурин расна пулсан та,
Пĕр тĕллев этемлĕхĕн пурах, — 
Юр хĕлле хăçан, епле çусан та, 
Пурпĕрех таçта та шап-шурах. 

Тупсăмĕ, тен, çынлăх, шутласассăн,
Сунасси ырри çеç пĕр-пĕрне. 
Кун-çула чысра-сумра тăсмашкăн, 
Хăварма хăй ятлă çăлтăрне! 

Пурнăçăн тĕвви пулать, тен, çакă,
Çут телейĕмĕр кулли-ăшши? 
Сăлтавне, тен, тупрăмăр та акă, 
Çакă мар-и çут кун-çул тĕшши?
Валентина Рудникова | Миçе çын пăхнă: 334 | Author: Валентина Рудникова | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 04.03.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Лăпкă таврара, хĕвеллĕ,
Кавир витнĕн юр выртать.
Тĕнче аслă та илемлĕ,
Юмахри пек туйăнать.

Вăрмана пырса кĕретĕп,
Йĕлтĕр йĕрĕ хăварса.
Чăрăшсем ÿсеççĕ ретĕн
Сиплĕ сывлăш кăларса.

Пилеш, шĕшкĕ — юнашар-мĕн,
Вĕрене пур — юлташсем.
Хĕл мучи вĕсене тивмĕ —
Кĕрĕк витнĕ шеллесе.

Кăлтăр-кăлтăр, темĕн пулнăн
Систерсе шавлать чакак.
Ним те мар, улатаккашăн —
Чарăнми текех шаккать.

Шăши, авă, чупса иртнĕ
Пăрçа сапнăнах хыçран.
Пакша мăйăр шĕкĕлченĕ —
Шĕшкĕ тавра — хуп-хура.

Виçейми вăрман хăватлă,
Мĕн-ши пур унпа пĕр тан?
Уттуна чарсамччĕ, ватлăх,
Хăв та ил канса пăртак.

Савнă ен, тăван тавралăх,
Эс ялан ман чĕрере.
Иксĕлми сан пархатарлăх
Пултăр ĕмĕр-ĕмĕрех!
Валентина Рудникова | Миçе çын пăхнă: 387 | Author: Валентина Рудникова | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.01.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çĕнĕ Выççăлккăри В. В. Матвеевана çуралнă кунĕ ячĕпе

Чăн телей — аппа пур манăн,
Ун çуралнă кун паян.
Ырлăхне епле-ха манăн,
Асран тухмĕ вăл нихçан.

Ферма тени шеллемерĕ,
Аннене те çăтрĕ вăл.
Кил-йыша аппа çĕклерĕ—
Ăçтан тухрĕ тульккăш вăй.

Кил-çуртра чупатпăр шавлăн
Пилĕк чун — шăпăрлансем.
Ĕçĕ-пуçĕ, эх, мĕн калăн —
Пымаллахчĕ ĕлкĕрсе.

Кăмака чĕртсе яратчĕ,
Вутă çукчĕ, улăмпа.
Кермен-пÿрте ăшăтатчĕ
Ыррине шанса чунпа.

Урайне пĕрле çăватпăр —
Пурăннă эпир таса.
Колхозра та вăй хуратпăр
Чунтан-вартан тăрăшса.

Яланах аппа çăлатчĕ
Пире шух чунлисенчен.
Анне евĕр йăпататчĕ
Мăн çула хăй тухиччен.

Сахал мар эп астăватăп
Хам ачалăхăм çинчен.
Аппапа çыхăнтаратăп
Ыррине Чатук енче.

Тавта пуç сана, аппаçăм,
Хăв пурришĕн пысăк тав.
Хам ятран сана каласшăн:
Чыс-хисеп сана, мухтав!

Юман евĕр нумай пурăн,
Сывлăх пултăр иксĕлми.
Шăпунта ят-çăлтăр тупрăн,
Эппин çунтăр вăл сÿнми!
Валентина Рудникова | Миçе çын пăхнă: 320 | Author: Валентина Рудникова | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 23.11.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

1-5 6-10 11-13


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz