Тунтикун, 23.12.2024, 18:26
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Валентина Рудникова

Категорире миçе материал: 13
Миçе материал кăтартнă: 11-13
Страницăсем: « 1 2 3

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Хайламашкăн сăвă çăмăл тетĕр-и? 
Çумăр пек сăмах вăл тÿперен ÿкмест. 
Каласассăн уççăн, килĕшетĕр-и? 
Çухалсан пĕр рифма ыйхăм та килмест. 

Пурпĕрех, ан тивĕр, çырасах килет — 
Тăвалла кăна тăр çулĕ сăвăçсен. 
Çут тĕнче кĕтречĕ чуна илĕртет, 
Ыткăнать Пегасăм уçлăха чĕнсе. 

Чарма çук ăна тек турăсăр пуçне, — 
Пĕртен-пĕр хуçа вăл вутлă çĕмренсен. 
Чурине памасть-çке пĕр усма пуçне, — 
Чулланать чĕри ун канăç çĕнтерсен. 

Апла-тăк, Пегасăм, çунатна сарсам, 
Ывăнми ялан эс пулччĕ вĕçевре! 
Сăвăçна вăй-хал та çут тивлет парсам, 
Унсăр хăв çухалăн ĕмĕр-ĕмĕре!
Валентина Рудникова | Миçе çын пăхнă: 302 | Author: Валентина Рудникова | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 08.09.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Тăван чĕлхе — чĕре чечекĕ,
Уй-хир, вăрман та вăл, çаран.
Вăл ытарми юман кĕрнекĕ...
Нихçан та тухмĕç асăмран.

Чăваш сăвви, юмах-халапĕ
Тăван çĕр-шывшăн чи хакли.
Янрать паян чăвашăн чапĕ,
Вăл мĕскĕн мар, сывлать туллин.

Ик-виç чĕлхе чăваш пĕлет халь,
Эппин ăс-тăн та анлăрах.
Йăхне-ратне çеç ан сивлетĕр,
Пулман нихçан чĕлхи кăра.

Астăвакан çакна пурах-тăр:
"Чăвашăн сăмахне мансан,
Чăвашăн çăмахне те мантăр!"—
Çапла каланă авалтан.

Тăван чĕлхемĕрĕм — çĕр-шыв вăл,
Тăван аннемĕр евĕрех.
Çакна туйсан кашни хĕр-ывăл
Телейлĕ пулĕ ĕмĕрех!
Валентина Рудникова | Миçе çын пăхнă: 338 | Author: Валентина Рудникова | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 24.04.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Тимлĕн йĕрсене пытарчĕ 
Çĕрлехи тăман. 
Шурă пир витсе хăварчĕ 
Çывăрать вăрман. 

Çĕнĕ юр çинче пин тĕслĕн
Таш ташлать шевле. 
Юмах тĕнчине çитернĕн 
Чунăма çĕклет. 

Каçăхса кайса итлетĕп 
Хĕлĕн шăплăхне. 
Юр пĕрчи пулса вĕçетĕп 
Унăн ĕшнине. 

Эх, хитре те хĕл парнийĕ —
Вăл хăват хушать! 
Сăввăмăн та, кур, йĕркийĕ 
Çăмăл çырăнать. 
Валентина Рудникова | Миçе çын пăхнă: 344 | Author: Валентина Рудникова | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 19.03.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

1-5 6-10 11-13


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz