Юнкун, 27.11.2024, 08:26
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 94
Миçе материал кăтартнă: 26-30
Страницăсем: « 1 2 ... 4 5 6 7 8 ... 18 19 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
"Хĕрарăм... Кам вăл тĕнчере?" - 
Мĕльюн арçын хурав шыраççĕ.
Мĕльюн арçын... Мĕльюн чĕре:
"Вăл Турă вĕт!" - тесе калаççĕ.

Хĕрарăм Турă мар! Çук! Çук!
Эпир унран тăватпăр Турă!
Хĕрарăма пуç çапнă чух
Арçын этем хĕвел пек ырă:
Сăмахĕ - çу!
Алли ачаш!
Чарма хал çук!
Атя, аташ...

"Хĕрарăм... Кам вăл тĕнчере?" - 
Мĕльюн арçын хурав шыраççĕ.
Мĕльюн арçын... Мĕльюн чĕре:
"Шуйттан вĕт вăл!" - тесе калаççĕ.

Хĕрарăм шуйттан мар! Çук! Çук!
Эпир унран шуйттан тăватпăр!
Хĕрарăма "тăн панă" чух
Арçын этем темрен те паттăр:
Сăмахĕ - пăр!
Чышки - çур пăт!
Хăртсассăн - хăр!
Çапсассăн - чăт!

"Хĕрарăм... Кам вăл тĕнчере?" - 
Мĕльюн арçын хурав шыраççĕ.
Мĕльюн арçын... Мĕльюн чĕре:
"Тетте пуль вăл!" - тесе калаççĕ.

Хĕрарăм тетте мар! Çук! Çук!
Эпир унран тетте тăватпăр!
Выляс килет те тепĕр чух...
Йăлăхтарсан... пăрахатпăр:
Сăмахсăрах!
Çак алсемпех!!
Макăртăрах!
Сана пĕрех!

"Хĕрарăм... Кам вăл тĕнчере?" - 
Мĕльюн арçын хурав шыраççĕ.
Мĕльюн арçын... Мĕльюн чĕре:
"Хуравĕ çук!" - тесе калаççĕ.

Хуравĕ пур, арçыннăмăрсем!
Нивушлĕ халь те ăнланмарăр?
Саккун пĕрре çак çут Тĕнчен:
Арçын мĕнле - çапла хĕрарăм!
Сăмахăм - чăн!
Алли суйман!
Вула, арçын!
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 286 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 15.12.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Владислав Михайлович Малинина

Туссем нумай ман Карайра,
Ун пек ял таврара сайра!
Çирĕплетсех калап çакна:
Çапла!

Карай вăл - хăйне май тĕнче!
Ĕçленĕ эп Карай енче,
Тĕлĕнмелле çынсем унта!
Чăн та!

Пĕри вăл эсĕ вĕсенчен - 
Михалыч! Пур сăлтав, ĕнен,
Сана аса илме паян!
Аван!

Хыçа хăвартăн аллă çул!
Малта та пултăр çавăн чул!
Ун хыççăн ĕнтĕ... Куç курать!
Юрать?

Сана пĕлетĕп эп аван,
Эс маншăн - тăванран тăван!
Мĕн-ма тесен пулать сана
Шанма!

Чун-чĕрÿпе эс - демократ!
Санран пулаймĕ бюрократ!
Санра Тур панă çынлăх пур!
Маттур!

Хăть çирĕмре, хăть... çитмĕлте,
Хăть районта, хăть килте - 
Эс улшăнмастăн! Çав-çавах!
Тавах!

Кам кунĕн-çĕрĕн çиле май
(Ун йышшисем паян нумай!) - 
Вĕсем... хăйсем те хăйсем мар!
Тавар!

Кам - сутăнать! Кам илĕнет!
Кам - хакланать! Кам... йÿнелет...
Илтес, курас килмест хăш чух!
Май çук!

Шыратăн пурнăç тупсăмне, 
Çурта лартатăн Тур умне,
Çунать çурта... Çунать хуллен...
Куллен.

Ан тив, вăл çунтăр нумай çул!
Сана - телей те ăнăçу
Ĕçре! Килте! Юратура!
Ырра!

2000, 07.03
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 287 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 15.12.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Мăн Шетмĕ участок сыватăшĕнче
ĕçлекенсене

Сирĕн ĕç пурне те кирлĕ:
Сывă-и эпир е чирлĕ... - 
Пулăшатăр яланах!
Тав сире! Тавах! Тавах!
Хăть хăçан, ниме пăхмасăр
Чирлĕ çын патне васкатăр:
"Ĕлкĕресчĕ! Хăвăртрах!"
Тав сире! Тавах! Тавах! 
Ак, укол пире тăватăр...
Сăмахпа та йăпататăр...
Кирлĕ чух вара - хытах!
Тав сире! Тавах! Тавах!
Тен, хăш чух хыт чунлă эпĕр...
Тав тума та пĕлейместпĕр...
Эсир ырă çав-çавах!
Тав сире! Тавах! Тавах!
Сирĕн ĕç пурне те кирлĕ:
Сывă-и эпир е чирлĕ... - 
Эсир сыхă яланах!
Тав сире! Тавах! Тавах!
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 289 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 15.12.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Кăлава яленче çуралса ÿснĕ
Юрий Никитич Степанова,
техника наукисен кандидатне,
Чăваш патшалăх университечĕн
машиностроени факультечĕн деканĕн çумне,
доцента

Наукăн кăткăс çулĕ
Чăн-чăн çынсем валли.
Пустуй унта куççулĕ,
Ют ăс, ют çын алли.
Кам çав çула суйланă
Чунпа, ăспа, тăнпа - 
Хăйне хăй, çук! сунман вăл!
(Асап пулсассăн та!)
Çав çул - ун ăсĕ, ĕçĕ!
Хăй евĕр пултару!
Тĕпчев, шырав пĕр вĕçĕм!
(Ăс-тăншăн çук чару!).
Çав çул ун - чысĕ, хакĕ!
Хăçан мĕнле çунни!
Малашлăхри ăс-хакăл!
Çĕннишĕн ăнтăлни!
Çав çул - ун чунĕ, юнĕ!
Чĕре таппи! Кун-çул!
Пулин тÿлевĕ йÿнĕ...
Ун ĕçĕ - хаклă мул!

2002, 9/08
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 292 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 15.12.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Кÿкеç райпо канашĕн председательне,
Раççей Аграри партийĕн Тĕп Канашĕн членне
Нина Игнатьевна Правдинăна

Ăнланатăп эп Сире:
Çăмăл мар пулма ертÿçĕ!
Хăш чухне пулан... кĕтÿçĕ!
Унăн çăкăрĕ ах! йÿçĕ!
Эп калатăп пĕлнĕрен.
Ĕненетĕп эп Сире:
Сирĕн пур ăсталăх, тÿсĕм
Ĕçĕрте тумашкăн ÿсĕм!
Çавăн пек этем çеç тÿсĕ
Çак пăтравлă пурнăçа.
Хисеплетĕп эп Сире
Кăмăлăр пулнишĕн уçă, 
Халăха кÿнишĕн усă,
Ĕмĕтĕр пулнишĕн пысăк
Çул тупма малашлăха.
Ăмсанатăп эп Сире!
Ыр сунса, паллах! "Ял сучĕ"
Кăмăла хăш чух, тен, хуçĕ - 
Пур Сирте Тĕрĕслĕх Вучĕ
Чăнлăха хÿтĕлеме!
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 287 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 15.12.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz