Ытларикун, 24.12.2024, 19:40
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 94
Миçе материал кăтартнă: 36-40
Страницăсем: « 1 2 ... 6 7 8 9 10 ... 18 19 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Кашни кухаркăн патшалăха
ертсе пыма пĕлмелле.
В.И.Ленин

Ĕнер пĕçереттĕнччĕ эсĕ апат...
Ĕнер эс çăваттăнччĕ савăт-сапа...
Мухтатчĕç сана
Çиекен çынсем:"Ах!
Эс тутлă апат пĕçеретĕн. Чăнах!"

Паян пĕçерсе çитереççĕ сана!
Паян эс тиркетĕн мĕн пиçнĕ - çавна!
Сăлтавĕ кăшт паллă:
Паян эс - ХУÇА!
Тăвасшăн хăв майлă... Мĕн килнĕ пуçа!

Анчах та пуçра сан салат... винегрет...
Мухтав сăмахне ку илтмешкĕн çитмест!
Апла-тăк, тăванăм...
Атя-ха, ыран
Çакатпăр каллех чап илмешкĕн... ХУРАН!
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 282 | Author: Николай Петров (Мăн Шетмĕ) | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 11.11.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Иртеççĕ-иртеççĕ-иртеççĕ КУНСЕМ...
Иртеççĕ-иртеççĕ-иртеççĕ ÇУЛСЕМ...
КУНСЕМ иртнĕçемĕн эпир АСЛĂРАХ!
ÇУЛСЕМ иртнĕçенмĕн эпир ĂСЛĂРАХ!
АСЛИН СĂМАХНЕ ИТЛЕКЕНĔ - ЭСИР!
ĂСЛИН КАНАШНЕ КĔТЕКЕНĔ - ЭСИР:
Ача чунĕпе чупакан АЧАСЕМ!
Ача çулĕнчен тухакан "ПĂЧАСЕМ"!

Иртеççĕ-иртеççĕ-иртеççĕ КУНСЕМ...
Иртеççĕ-иртеççĕ-иртеççĕ ÇУЛСЕМ...
КУНСЕМ иртнĕçемĕн эпир АСЛĂРАХ!
ÇУЛСЕМ иртнĕçенмĕн эпир ĂСЛĂРАХ!
АСЛИН СĂМАХНЕ ИТЛЕКЕНĔ,АВ,КУР! 
ĂСЛИН КАНАШНЕ КĔТЕКЕНĔ ТЕ ПУР!
Ача чунĕпе чупакан АЧАСЕМ...
Ача çулĕнчен тухакан "ПĂЧАСЕМ"...

Иртеççĕ-иртеççĕ-иртеççĕ КУНСЕМ...
Иртеççĕ-иртеççĕ-иртеççĕ ÇУЛСЕМ...
КУНСЕМ иртнĕçемĕн эпир АСЛĂРАХ!
ÇУЛСЕМ иртнĕçенмĕн эпир ĂСЛĂРАХ!
АСЛИН СĂМАХНЕ ИТЛЕКЕНĔ ПУЛСАН, 
ĂСЛИН КАНАШНЕ КĔТЕКЕНĔ ПУЛСАН - 
Ача чунĕпе чупчăрах АЧАСЕМ!
Ача çулĕнчен тухчăрах "ПĂЧАСЕМ"!
Иртеççĕ-иртеççĕ-иртеççĕ КУНСЕМ...
Иртеççĕ-иртеççĕ-иртеççĕ ÇУЛСЕМ...

16.08.1998 ("Ял пурнăçĕ")
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 277 | Author: Николай Петров (Мăн Шетмĕ) | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 11.11.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Н. Ершова халалласа

Эс Чĕм паратăн Сăмаха
Пулмашкăн Çĕн Сăнар.
Эс Хĕм паратăн Сăмаха —
Пулмашкăн Çĕн Кăвар.

Эс Кун паратăн Сăмаха —
Пулмашкăн Çĕн Тĕнче.
Эс ЧУН паратăн Сăмаха —
Юлмашкăн Çынсенче.

09.02.2002.
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 359 | Author: Николай Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 25.05.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Пурӑнас тесе эпир
Пӗр-пӗрне суятпӑр.
Пурӑнас тесе эпир
Пӗр-пӗрне сутатпӑр.
Пурӑнас тесе эпир
Пӗр-пӗрне таптатпӑр.
Пурӑнас тесе эпир...
Ҫавӑн пек пурнатпӑр!
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 349 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.05.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Хӑвӑрах пӗлетӗр, тен,
Пӗлмесен - калатӑп:
Ҫынна кӳрентермесен
Питӗ тарӑхатӑр!
Ун чухне-и, хӑвӑра
Ниҫта чикейместӗр!
Кӳрентертӗр тĕк - вара...
Савӑнӑҫ виҫесӗр!
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 333 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.05.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz