Юнкун, 27.11.2024, 07:22
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 94
Миçе материал кăтартнă: 16-20
Страницăсем: « 1 2 3 4 5 6 ... 18 19 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Ан хӑвалӑр никама та
Ӗҫ тума вăйпа нихҫан. 
Аван мар вӗт хамӑра та
Патакпа тӗксен хыҫран.

Тутарас килет пулсассӑн
(Ĕҫӗ сирӗн ҫавнашкал). 
Ан пулсамӑрччӗ, тархасшӑн,
Хӑвӑр... пирӗнтен кахал!

Уншӑн мар сире влаç панă!
(Ăс-тӑна пӑхса, паллах!) 
Ёҫ тӑвас пулсассӑн ҫанӑ 
Сирӗн те тавӑрмаллах.

Хушупа ҫеҫ ан хӑратӑр.
Вӑл та кирлӗ пуль-ха та...
Ырӑпа ҫынна "вӑратӑр"
Шеллемесёр вӑхӑта.

Кам пӗлмест — ӑна вĕрентӗр,
Ҫирӗп ыйтӑр кашнинчен.
Ҫын чунпа сире ӗнентĕр
Патака... ӗнениччен.

Вĕрентме, чăнах та, йывăр:
Тăкмалла мĕн чухлĕ тар!
Ҫавӑнпа ӗртӳҫӗ пулӑр!
Ҫук! Ҫук-ҫук! Кӗтӳҫӗ мар!

Мала тухӑр та:"Эй! Атьӑр! 
Кам чунпа манпа пӗрле!" 
Ун чух этт те вара хатӗр
Сирӗнпе Тĕнче хĕрне!
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 273 | Author: Н.П.Петров (Мăн Шетмĕ) | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 01.01.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ак лӑпланчӗ шав-шав.
Уҫӑлать те чаршав —
Эпир кӗтнӗ спектакль пуҫланӗ.
Пукане-теттесем
Хуçине итлесе
Рольсенё вылямашкӑн вӑранӗҫ.
Выляса пӗтерсен,
Ҫипсене вӗҫертсен
Ыранччен ҫывӑрмашкан ӑсанӗҫ.
Пукане-теттесем!
Эп шеллетӗп сире!
Теттесем пулнӑран сирӗн пурнӑҫ хитре:
Ҫип туртсан — малалла!
Ҫип туртсан — каялла!
"Эпир ирӗклӗ!" — тесшӗн эсир пурпӗрех.
Пурнӑҫра та иккен —
Курма ҫеҫ ан ӳркен —
Ҫав сӑнсем... Ҫав сюжет...
Ҫав театр!
Пукане-этемсем!
Хуҫӑра итлесе
Рольсене такӑнмасӑр вылятӑр!
Выляса пӗтерсен,
Ҫутӑсем сӳнтерсен...
Ыранччен хускалма та хӑратӑр!
Пукане-этемсем! Эп шеллетӗп сире!
Пукане пулнӑран сирӗн ҫук чун-чӗре:
Ал ҫӗклетӗр — хушсан!
Элеклетӗр — хушсан!
"Эпир ирӗклӗ!" — тесшӗн эсир пурпӗрех!
Мӗн пулать-ши ыран —
Шутлама та хӑран...
Тен... тата ҫӗн спектакль пуҫланӗ:
Пукане-этемсем Хуҫана итлесе
Пирӗнпе... вылямашкӑн вӑранӗҫ!
Выляма пуҫласан...
Эпир чӗмсӗр пулсан...
Чарӑнма та вара манса кайĕҫ!
Эй! Ҫынсем! Ҫыннӑмсем!
Эп шеллетӗп сире!
Пукане-этемсем кӑкараҫҫӗ сире:
Ҫип туртсан — кунталла...
Ҫип туртсан — унталла...
Кӑкарман ЧУН кӑна пурӑнать ИРӖКРЕ!
Эп шеллетеп сире,
ҪЫННӐМСЕМ...
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 528 | Author: Николай Петрович Петров (Мăн Шетмĕ) | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.12.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Фаина Павловна Петровăна

Ты только будь, пожалуйста,
со мною, Товарищ Правда!
Роберт Рождественский.

Эсир пӗлетӗр Тӗрӗслӗх мӗнне. 
(Эп каламастӑп ним пӗлмесӗрех)
Ыр ӗҫ тума, ҫынна хисеплеме 
Ан кансӗрлетӗр Тӗрӗслĕх Сире.

Эсир пӗлетӗр Тӗрӗслӗх мӗнне.
(Ӗненменни, ан тив, пуплетӗрех).
Ҫын нушине, савӑнӑҫне пӗлме
Ан кансӗрлетӗр Тӗрӗслӗх Сире.

Эсир пӗлетĕр Тӗрӗслӗх мӗнне. 
(Пӗлекенсем нумай-ха тӗнчере...)
Усаллине куҫран: "Усал!" — теме
Ан кансӗрлетӗр Тӗрӗслӗх Сире.

Эсир пӗлетӗр Тӗрӗслӗх мӗнне.
(Пӗлни аван-ха вӑл. Аван сӗре)
Йывӑрлӑхра ҫынна хутĕлеме
Ан кансӗрлетӗр Тӗрӗслӗх Сире.

Эсир пӗлетӗр Тӗрӗслӗх мӗнне.
(Темскершӗн канӑҫсӑр татах чӗре...)
Тӗрӗслӗхе яланлӑх ӗненме
Ан кансӗрлетĕр Тӗрӗслӗх Сире.

Эсир пӗлетӗр Тӗрӗслӗх мӗнне.
Эсир пӗлетĕр...
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 426 | Author: Н.П.Петров (Мăн Шетмĕ) | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.12.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)


— Ҫак таранччен награда илейместĕп! Намӑс вёт! Эсё те тӑрӑшмастӑн!
— Ан хӑра! Хам пуҫлӑхра ёҫленӗ чух сана награда паратăпах!
                                                                        ПАЯНХИ КАЛАҪУРАН.

Наградӑна вӑйпа памаҫҫӗ,
Парас килсен те тепӗр чух!
Наградӑна вӑйпа памаҫҫӗ —
Вӑйпа панин Хисепӗ ҫук!

Награда вӑл — Этемӗн Чысӗ!
Мухтавӗ! Чапӗ Ӗмӗре!
Тивӗҫлипе парсан — вӑл ҫиҫӗ!
А тивӗҫсӗр парсан — ҫӗрет!

Наградӑна ыйтса илмеҫҫӗ,
Пулин эс тивӗҫлӗ ҫич хут!
Наградӑна ыйтса илмеҫҫĕ — 
Ыйтса илнин Илемӗ ҫук!

Награда вăл — Этемӗн Хакӗ: 
Параканнин! Илекеннин!
Хака нихҫан та ан ҫухатӑр!
Вара эпир — кашнийӗ ҪЫН.
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 278 | Author: Николай Петров (Мăн Шетмĕ) | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.12.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Аслă ывăлăма, Сергее

Кирек мӗн ӗҫле, 
Ҫын хакӗ ӗҫре.
Хакне параканӗ — чун!
Хӑть тӗттӗм, хӑть ҫут —
Чуна суйма ҫук! 
Ҫапла вӑй-хӑвачӗ ун!
Эс харсӑр, маттур!
Санра хӑват пур —
Виҫесӗр, чӑрсӑр хӑват!
Анчах та ӑна —
Тӗллевлӗ кӑна!
Пустуй ӗҫе ан салат!,
Ун пек ӗҫ тума
Ӑс-тӑн кирлӗ мар...
Ҫук! Турӑ ан хуштăрах!
Итле те чунна,
Эс тавӑр ҫанна —
Вара... чарӑнмасӑрах!
Пӗрре чун хӗрсен
Хӑвна ан хӗрхен:
Вӗрин, вут-кӑварлӑн ҫун!
Ҫунмарӑн пулсан
Хӗрӳн те тасан —
Тепре хӗмленеймӗ чун!
Сан пултӑр юлташ,
Тӑван, хурӑнташ!
Вӗсемшӗн те эсӗ пул!
Хӑвна хисепле!
А унсӑр епле?
"Юратъ!" — тесе алӑ ан сул!
Сӑмах патӑн — тыт,
Пама та ан хыт!
Анчах та шутла малтан:
Ҫитет-и ӑс-хал
Тупмашкӑн вӑй-хал
Пыма сӑмахпа пӗр тан?
Итле ҫынсене,
Ан кай чӗнсенех:
Кама кирлӗ — вӑл кӗтет.
Анчах инкекре
Ан пул инҫетре!
Пулатӑн тӑк — чун вилет!
Чун вилӗ этем
Пуш-пушӑ, кичем —
Ҫынсем хушшинчи мӗлке!
Хӑйне йывӑр чух
Ун вӑйӗ те ҫук —  
Кайса ӳкет кӑшт ҫилпех!
Эс чӑт тӑвӑла!
Сан ҫул — тӑвалла!
Ҫапла ҫеҫ этем ӳсёт.
Вӑй пур — вӑйлӑ пул!
Ӑс пур — ӑслӑ пул!
Вара сана чыс! Хисеп!
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 298 | Author: Н.П.Петров (Мăн Шетмĕ) | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.12.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 3
Хăнасем 3
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz