Юнкун, 27.11.2024, 18:04
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 94
Миçе материал кăтартнă: 61-65
Страницăсем: « 1 2 ... 11 12 13 14 15 ... 18 19 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Кĕр иртет иккен чăнах – 
Ăшă тарчĕ.
Сивĕтет кунран-кунах –
Хĕл çывхарчĕ.
 
Кайăксем те кăнтăра
Вĕçсе кайрĕç.
Çитрĕç пуль хальччен, ара –
Çурран мар вĕт!
 
Йĕпе юр… Хăш чух тĕтре…
Ыран хăшĕ?
Эп ларатăп хăть пÿртре –
Мана ăшă.
 
Сивĕ… Сивĕ урамра.
Çил кĕрлерĕ.
Çулçă вĕçрĕ… Кăнтăра… –
Çитеймерĕ…
 
25.11.95.
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 309 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 30.04.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Эпир курман-илтмен çĕрсем
Хитре пек туйăнать темме.
Килтен кайсан
Тин ăнланан
Тăван кĕтесĕн тунсăхне.
 
Таçта темскер çухатнă пек
Чĕре ыйтать çине-çинех:
«Илтетĕн-и?
Илтетĕн-и
Тăван кĕтесĕн сассине?»
 
Инçе çĕрсен ытаменчен
Хăпса тухсассăн кил енне
Васкать этем,
Васкать этем
Тăван кĕтесĕн ытамне.
 
Ак ĕнтĕ йăлт куç умĕнче:
Уй-хир, çаран, вăрман-ĕшне…
Пирвайхи пек
Куратăн эс
Тăван кĕтесĕн илемне.
 
Пире татах чĕнен çулсем
Илсе кайсассăн инçене
Эп манас çук,
Эп манас çук
Тăван кĕтесĕн ăшшине.
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 332 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 30.04.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Юхать, юхать Мăн Шетмĕ
Хăй тупнă йĕрĕпе.
Эпир шкула çÿретпĕр
Мăн Шетмĕ хĕррипе.
 
Кĕнекесем вулатпăр,
Шутлатпăр примерсем.
Тетрадь çине çыратпăр
Тăватпăр йăнăшсем.
 
Пĕр çырать «Мĕн Шетмĕ»
Çемçелĕх (ь) паллипе.
Тепри пуçне чикет те
Çырать ăна… пĕрле!
 
А виççĕмĕшĕн, курăр,
Шыв ячĕ пĕчекрен!
Çук, çук! Пăхмастăп урăх,
Çыратăп хам! Пĕччен!
 
Тен… эп те йăнăш çырнă…
Ах! Кам-ши тĕрĕслет…
Вулать… Вулать учитель…
Вулать те… Тĕлĕнет!
 
Эп хам та тĕлĕнетĕп:
Мĕнле вара çапла
Юхать… Юхать Мăн Шетмĕ
Виç тĕрлĕ йăнăшпа?
 
Юхать, юхать Мăн Шетмĕ
Çавна пĕлмесĕрех.
Эпир шкула çÿретпĕр
Мăн Шетмĕ хĕррипех.
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 324 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 30.04.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Тарҫӑра ӗмӗрӗпех
Пурӑнатпӑр эпӗр.
Анчах хамӑр пурпӗрех
Хуҫа пек ҫӳретпӗр!

Мӗн хуҫийӗ пирӗнтен?
-Хӑйне майлӑ курнӑҫ!
Чӑн Хуҫа вӑл ӗмӗртен
Турӑ панӑ Пурнӑҫ!
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 346 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 30.04.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Мӗн тума мана татах 

Ҫавӑн чуль асап-хӗн?

Чӑтаймастӑп эп йӑлтах...

Пайласа парас-мӗн...


Ҫук! Ан пайлӑр! Кирлӗ мар!

Мӗн пурри - йӑлт манӑн!

Тата кӑшт... асапланар!

Е унта... юлман-и...

Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 335 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 30.04.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz