Ытларикун, 24.12.2024, 19:11
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 94
Миçе материал кăтартнă: 56-60
Страницăсем: « 1 2 ... 10 11 12 13 14 ... 18 19 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Тăван çĕр-шывшăн пынă Аслă вăрçăра паттăррăн пуçне хунă Совет Союзĕн Геройĕ Васильев Владимир Васильевич палăкĕ умĕнче шухăша кайни

Герой пулма питĕ те йывăр!
Герой вăл - чи паттăр салтак!
Чĕри пулмалла унăн тимĕр - 
Пултартăр чăтмашкăн йăлтах!

Герой пулма питĕ те йывăр
Тăшман вăйлăрах тăк санран!
"Сыв пул, юратнă çĕр-шывăм!" 
Герой нихăçан та чакман!

Герой пулма питĕ те йывăр!
Герой ... вăйлăрах вилĕмрен!
Анчах та, тархасшан. ан тивĕр
Камсем вăл ята илеймен!

Герой пулма питĕ те йывăр!
Çич хут паттăр пул хăвăнтан - 
Ăна параканĕ - Çĕр-шывăм!
Ыйтса илейместĕн унран!

Герой пулма питĕ те йывăр!
А камшăн, тен, çăмăл та пуль...
Ун пек тăк - парсан та ан илĕр!
Хăть ĕмĕр наградăсăр пул!

Герой пулма питĕ те йывăр!
Герой пулаймасть кашниех!
"Пуласчĕ!" - тесе тем ан шырăр...
Кам тивĕç - пулать вăл хăех!

Герой пулма питĕ те йывăр!
Чăн-чăн геройла хăть пуç хур...
Васильев - Герой! Лăпкă çывăр.
Манмастпăр сана. Эсĕ пур!

Герой пулма питĕ те йывăр!
Сана, ав, пушшех йывăр, тен...
Герой пулнине хăв, Владимир,
Паян кунчченех пĕлменрен...

Герой пулма питĕ те йывăр!
Герой вăл - мĕн ĕмĕр салтак!
Ун чухлĕ чăтаймĕ, тен, тимĕр - 
А сан чăтмалла! Чăтмаллах!

Герой пулма питĕ те йывăр!
Эп халь ... ăнланатăп ăна.
Хушсассăн мана та Çĕр-шывăм...
... Вăрçийĕ ан пултăр кăна.

09.11.2001
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 352 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.05.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Кĕтрĕм-кĕтрĕм пиччене - 
Вăл килмерĕ. Пӗчченех  
Ăсталарӑм хут ҫӗлен 
Эп пичче тетрадĕнчен.

Хут çĕлен! Хут çĕлен! 
Эс ҫÿле-çӳле ҫĕкленI 
Итлеместĕн тĕк мана 
Вĕҫтерместĕп эп сана!

Хут ҫĕлен вӗҫет! Вĕҫет! 
Илӗртет ӑна инçет! 
Туртăнать вăл ҫÿлеллех! 
Ҫав тери тĕлĕнмелле!

Хут çĕлен! Хут çĕлен! 
Эc çÿле-ҫӳле çĕклен! 
Пиччене курсан... вара
Каялла ан хăвӑртрах!

Ав, атте килет ĕҫрен. 
-Кур-ха! Кур-ха! Хут ҫӗлен! 
-Хӑвах турăн-и, ачам? 
Ну, кăтарт-ха, пахалам.

Хут çĕлен! Хут çĕлен! 
Эс татах ҫӳле çĕкленI 
Пичче илнĕ "иккӗне" 
Кӑтартмастпăр...аттене!

Каҫ пулать хуллен - хуллен
Хуллен9 ывӑнать ман хут çӗлен... 
Ав, выртать ҫерем ҫинче...
А килте кĕтет... пичче!

Хут çĕлен... Хут çĕлен... 
Эс мана... Ҫук... Ак çилен... 
Итлесем мана... Юрать? 
Пул каллех... каллех тетрадь...
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 341 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.05.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

-Мĕн, хăратăн-и, ачам
Ҫыртасран ҫав йытӑ?
Алла ил те пёр рычак,
Çап ăна эс хытă!

Вăл вара хăех тарать 
Каялла пăхмасăр!
Е чулпа пер ҫав мура.
- Ҫук! Паратӑп сахăр!

Ачашлатăп çурăмран 
-Вăл хÿре вылятĕ.
Хăрамастăп йытӑран!
Эп... санран хăратăп.
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 319 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.05.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Юр çинчи сукмакăм!
Ĕнтĕ мĕн тăвам...
Çакăнта çухалнă
Çепĕç юррăм ман...

Эс ăна курман-и?
Шурă кĕпепе
Вăл иртсе кайсаччĕ
Çакăнтан ирпе.

Ăна хирĕç тухрăм
Тĕл пулас тесе...
Юрĕ тарăн пулчĕ - 
Çитеймерĕм-çке...

Урăх халь ман юрă
Çак сукмак çинче:
Шурă-шурă тумлă
Çуркунне çинчен!
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 344 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.05.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)


Улăхри çăлкуçран юхан шыв пуçланать,
Вăл юхать, сарăлать малалла юхнăçем.
Шăнкăр-шăнкăр сасси таврана вăратать,
Вăй параççĕ ăна ытти пĕчĕк шывсем.
 
Ах! Мăн Шетмĕ! Мăн Шетмĕ!
Юхан шывăм эс ман!
Ах! Мăн Шетмĕ! Мăн Шетмĕ!
Эс васкатăн ялан.
 
Пĕрин хыççăн тепри Шетмĕ тăрăх ялсем
Хăй йăли-йĕркипе ларса тухнă авал.
Ман тымарăм кунта. Кунта – манн тăвансем!
Çавăнпа маншăн хаклă кунти кашни ял.
 
Ах! Мăн Шетмĕ! Мăн Шетмĕ!
Юхан шывăм эс ман!
Ах! Мăн Шетмĕ! Мăн Шетмĕ!
Эсĕ манăн тăван.
 
Шетмĕ шывĕ юхать – Çавалпа пĕрлешет,
Çавалпа пĕрлешсен вăл тухать Атăла.
Çан умра манн çĕршыв! Вĕçсĕр-хĕрсĕр инçет!
Эс юхатăн каллех малалла… Малалла…
 
Ах! Мăн Шетмĕ! Мăн Шетмĕ!
Юхан шывăм эс ман!
Ах! Мăн Шетмĕ! Мăн Шетмĕ!
Тĕнчене эс тухан.
 
Улăхри çăлкуçран юхан шыв пуçланать,
Вăл тулать, сарăлать малалла юхнăçем.
Шăнкăр-шăнкăр сасси таврана саланать,
Вăй параççĕ ăна ытти пĕчĕк шывсем.
 
Ах! Мăн Шетмĕ! Мăн Шетмĕ!
Юхан шывăм эс ман!
Ах! Мăн Шетмĕ! Мăн Шетмĕ!
Çăлкуçна эс ан ман…
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 306 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 30.04.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 2
Хăнасем 2
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz