Юнкун, 25.12.2024, 07:19
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 94
Миçе материал кăтартнă: 51-55
Страницăсем: « 1 2 ... 9 10 11 12 13 ... 18 19 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Шăнкăрав сассийĕ кашни ир
Йыхăрать шкула пире хаваслăн.
Яковлев хунавĕсем эпир!
Кулленех кунта пĕлÿ пухатпăр.

Чи кирли - вĕренÿ
Пирĕн пурнăçра.
Ан ÿркен, шкул ачи!
Туп! Çĕнтер! Шыра!

Эпир туслă кашниех спортпа, 
Канупа ĕçе те хисеплетпĕр.
Пĕчĕккишĕн яланах юлташ.
Вĕсене те хамăрах чĕнетпĕр:

Чи кирли - вĕренÿ
Пирĕн пурнăçра.
Ан ÿркен, шкул ачи!
Туп! Çĕнтер! Шыра!

Вĕренетпĕр пурте тăрăшса.
Шкул сукмакĕ вăрăм-ха утмашкăн.
Кашниех тытать çакна асра
Хăй умне çут ĕмĕт палăртмашкăн.

Чи кирли - вĕренÿ
Пирĕн пурнăçра.
Ан ÿркен, шкул ачи!
Туп! Çĕнтер! Шыра!

Шăнкăрав сассийĕ кашни ир
Йыхăрать шкула пире хаваслăн.
Яковлев хунавĕсем эпир!
Çак ята кашни çÿлте тытасшăн!.

Чи кирли - вĕренÿ
Пирĕн пурнăçра.
Ан ÿркен, шкул ачи!
Туп! Çĕнтер! Шыра!

25.02.2002
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 297 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.05.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Эп сана тĕл пулни икĕ çул...
Виçĕ çул... Пилĕк çул... Вунă çул...
Юратушăн ку питĕ сахал...
Тархаслатăп сана: ан çухал!
Ан çухал! Ан çухал! Ан çухал! 

Ĕнтĕ эпĕ санăн мар икĕ çул...
Виçĕ çул... Пилĕк çул... Вунă çул...
Никама та сунмастăп усал...
Тархаслатăп кăна: ан çухал!
Ан çухал! Ан çухал! Ан çухал!

Манаймастăп сана икĕ çул...
Виçĕ çул... Пилĕк çул... Вунă çул...
Тен... санпа тĕл пулатпăр кăçал...
Тархаслатăп татах: ан çухал!
Ан çухал! Ан çухал! Ан çухал!

Иртсе кайрĕ татах тепĕр çул...
Виçĕ çул... Пилĕк çул... Вунă çул...
Эп тухатăп чăтмашкăн вăй-хал...
Тархаслатăп кăна: ан çухал! 
Ан çухал! Ан çухал! Ан çухал!  

Эс пулсан - эпĕ пур! Эсĕ ... çук!
Урăх эпĕ сана... Çук! Çук! Çук!
Тархаслатăп сана: ан çухал! 
Юрататăп сана: ан çухал!
Ан çухал! Ан çухал! Ан çухал!  

11.10.1993
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 316 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.05.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сыв пул!
Сыв пул!
Паян, ак, ал сĕлтетĕп
Ĕнер кăна ал панă тусăма.
Унпа пĕрле ҫав тĕлĕк пек кунсем те
Мана паян тухаҫҫĕ ăсатма.

Сыв пул!. Сыв пул!
Хӑҫан тепре... Хӑҫан-ха
Килсе эп курӑп ҫак ачаш çĕре...
Пӗрремёш хут, тен, ҫавăнпах хурланчĕ
Сана кунта хӑваракан чĕрем.

Сыв пул! Сыв пул!
Умра - каяс ҫул-йĕрĕм.
Ах! Мĕн тата юлашкинчен калам...
Сыв пул!
Сын пул!
Сана ҫак ҫепĕҫ юрӑ
Манран калатӑр юлашки салам...
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 328 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.05.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Мечĕк ÿкрĕ алăран -
Эп ун хыҫҫӑн.
Meчӗк сикрĕ алăкран -  
Эп ун хыҫҫăн.

Meчĕк кусрĕ урама -
Эп ун хыҫҫӑн.
Мечĕк кусрĕ ҫырмана -
Эп ун хыҫҫăн.

Мечĕк кусрĕ пĕвене -
Эп ун хыççăн.
Мечĕк манăн йӗпенет -
Эп ун хыҫҫӑн.

Кун каҫа чупатăп эп
Мечĕк хыҫҫăн!
Ҫук! Ыран пулмасть кун пек:
ВĂЛ - ман хыҫҫӑн!

13.02.1997
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 298 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.05.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çут тĕнче пуриншĕн те вăл ырă!
Пуранатпăр тĕрлĕ халăхсем.
Кашниннех пур савнă çĕр-шывĕ,
Пирĕншĕн - мухтавлă Чăваш ен!

Вăл пире çак пĕр йыша пуçтарнă - 
Атăлпа Сăр шывĕ тăрăхне.
Пулнă пирĕн несĕлсем мухтавлă:
Çĕр çинче хăварнă хăй йăхне!

Çав йăха эпир халь тăсаканĕ - 
Чăваш енĕн ывăль-хĕрĕсем.
Çĕнĕ Ĕмĕре çул хываканĕн
Пулмаллах мухтавлă ĕçĕсем.

Чăн ĕçре этем кăна телейлĕ!
Ăнланатпăр хамăр тивĕçе:
Пурăнасчĕ пурнăçа йĕркеллĕ,
Кашни кун ĕçлесчĕ çĕр çинче.

Уй-хирте кашлатăр тырă-пулă,
Симĕс тум тумланччăр вăрмансем.
Уявра янратăр вăйă-кулă,
Сывă ÿсчĕр пирĕн ачасем.

Юмахри пек керменсем çĕкленччĕр,
Илем кÿччĕр ял-хуласене.
Çамрăк кĕрĕм юратса пĕрлештĕр,
Хисеплеччĕр хамăр йĕркене.

Çут тĕнче пуриншĕн те вăл ырă!
Пуранатпăр тĕрлĕ халăхсем.
Кашниннех пур савнă çĕр-шывĕ,
Пирĕншĕн - мухтавлă Чăваш ен!
08.02.2000
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 313 | Author: Н.П.Петров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.05.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz