Кĕтрĕм-кĕтрĕм пиччене - Вăл килмерĕ. Пӗчченех Ăсталарӑм хут ҫӗлен Эп пичче тетрадĕнчен.
Хут çĕлен! Хут çĕлен! Эс ҫÿле-çӳле ҫĕкленI Итлеместĕн тĕк мана Вĕҫтерместĕп эп сана!
Хут ҫĕлен вӗҫет! Вĕҫет! Илӗртет ӑна инçет! Туртăнать вăл ҫÿлеллех! Ҫав тери тĕлĕнмелле!
Хут çĕлен! Хут çĕлен!
Эc çÿле-ҫӳле çĕклен! Пиччене курсан... вара Каялла ан хăвӑртрах!
Ав, атте килет ĕҫрен. -Кур-ха! Кур-ха! Хут ҫӗлен! -Хӑвах турăн-и, ачам? Ну, кăтарт-ха, пахалам.
Хут çĕлен! Хут çĕлен!
Эс татах ҫӳле çĕкленI Пичче илнĕ "иккӗне" Кӑтартмастпăр...аттене!
Каҫ пулать хуллен - хуллен Хуллен9 ывӑнать ман хут çӗлен... Ав, выртать ҫерем ҫинче... А килте кĕтет... пичче!
Хут çĕлен... Хут çĕлен... Эс мана... Ҫук... Ак çилен... Итлесем мана... Юрать? Пул каллех... каллех тетрадь...
|