Ытларикун, 26.11.2024, 15:30
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Ачасен пултарулăх конкурсĕ

Категорире миçе материал: 71
Миçе материал кăтартнă: 36-40
Страницăсем: « 1 2 ... 6 7 8 9 10 ... 14 15 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Доска, компьютер, мел, пукан,
Сĕтел, проектор та экран –
Ку – шкул, пире ăс паракан,
Вĕрентекен, çын тăвакан.
 
Ку шкул вăл хăй пысăк çемье,
Учитель – иккĕмĕш анне.
Ун ачисем кунта нумай –
Пурне те юратать пĕр май.
 
Ача-пăча куллен чупать –
Шкула вăл питĕ юратать.
Кунта ăсталăха туптать,
Пуласлăха шанса тăрать.
 
Учитель лайăх вĕрентет,
Вăйне пĕрре те шеллемест.
Ăнланмасан – ăнлантарать,
Йывăр пулсассăн – пулăшать.
 
Шкул пĕтерсе тухса кайсан,
Кашни хăй вырăнне тупсан…
Çавах шкул асăмран тухмасть,
Вĕрентекен асран каймасть.
 
Кашни ача пурнăçĕнче,
Ун асĕнче те чĕринче
Юлать юратнă тăван шкул,
Пире пиллет вăл такăр çул.
 
Алексей Михайлов, 9б класс,
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ,
«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ
Ертÿçи – Михайлова З.П.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 351 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 13.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Учитель маншăн – хаклă çын,
Учитель маншăн – çывăх çын.
Куллен урок ăнлантарать,
Эп ăнлансассăн – савăнать.
 
Пире чунтан вăл юратать,
«Иккĕ» илсессĕн – кулянать.
Анне пекех вăл туйăнать –
Пĕрре пăхсах вăл ăнланать.
 
Учитель юнашар чухне
Чунра та лăпкă, çăмăл-çке.
Ун ыр сăмахĕ – чĕрере.
Сăнарĕ – куçăм умĕнче.
 
Павел Никифоров, 5б класс,
«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ,
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ
Ертÿçи – Михайлова З.П.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 331 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 13.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Тавтапуç сире, учительсем,
Вĕрентнĕшĕн, ăс панăшăн тавах.
Çук сирĕн пек паха çынсем –
Тав тума çитмест пирĕн сăмах.
 
Мĕн пĕчĕкрен хама вĕрентнине:
Йывăр пулсан та – çĕнтермеллине,
Ăслă-тăнлă çын пулмаллине –
Асран кăлармăп, манмăп нихăçан.
 
Тавтапуç сире, учительсем,
Юратнăшăн, çын тунăшăн тавах.
Парнелетĕп капăр чечексем,
Сунатăп сывлăх нумай пурăнма.
 
Настя Иванова, 7а класс, 
«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ,
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ
Ертÿçи – Михайлова З.П.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 327 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 13.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Учитель маншăн çывăх çын,
Пĕлÿ парать куллен пире.
Хавассăн вăл кĕтсе илет,
Ыр кăмăлпа пуçлать ире.
 
Кунран кун пирĕнпе пĕрле
Утать вăл ăс-тăн тĕнчинче.
Тав тума çитмест сăмах –
Пуçа таятăп умĕнче.
 
Учитель манăн чĕрере –
Манассăм çук нихçан Сире.
Чунтан тавах Сире, тавах,
Усратăп ĕмĕр асăмрах.
 
Ксения Григорьева, 8а класс, 
«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ,
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ
Ертÿçи – Михайлова З.П.
 
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 305 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 13.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Хаваспах шкула çÿретĕп.
Ма тесессĕн ман унта
Пур юратнă çын – учитель,
Пултаруллă та ăста.
 
Савăнсах класа кĕретĕп.
Ак, учитель те кĕрет.
Тăрăшсах эпĕ ĕçлетĕп –
Вăл вĕт лайăх вĕрентет:
 
Калаçма, тĕрĕс çырма та
Пит илемлĕ вулама.
Тарăннăн шухăшлама та
Шухăшăма палăртма.
 
Ват çынна хисеплеме те
Пурнăçра ыр çын пулма,
Чăваш чĕлхине пĕлме те –
Юратма та упрама.
 
Çут çанталăка курма та
Чечек шăршине туйма.
Пур чĕрĕ чуна савма та
Тăван ене юратма.
 
Чунтанах эп юрататăп
Хамăн вĕрентекене.
Ăнăçу, телей сунатăп,
Ăна манмăп ĕмĕрне.
 
Александра Яковлева, 6б класс,
«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ,
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ
Ертÿçи – Михайлова З.П.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 327 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 13.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz