|
Категорире миçе материал: 71 Миçе материал кăтартнă: 41-45 | Страницăсем: « 1 2 ... 7 8 9 10 11 ... 14 15 » |
Сортла:
Дате ·
Названию ·
Рейтингу ·
Комментариям ·
Просмотрам
Вĕрентекен
вăл иккĕмĕш анне:
Ăсне-тăнне
парать ачасене,
Ăнланать
вăл çамрăк чунсене,
Шеллемест
вăл хăйĕн вăй-халне.
Вĕрентекен
вăл иккĕмĕш анне:
Кулянать
те савăнать пĕрле,
Тăрăшать
те çын тăвать пиртен,
Кăмăллă
та çирĕп пуринчен.
Вĕрентекен
вăл иккĕмĕш анне:
Вĕрентет
йĕркеллĕ çын пулма,
Ватă
çынсене хисеплеме,
Тăрăшса
та лайăх ĕçлеме.
Вĕрентекен
вăл иккĕмĕш анне:
Юратать
пире, ачасене.
Тав
тăватпăр чунтан-чĕререн,
Пуç
таятпăр çĕре çитиччен.
Нина
Кириллова, 8а класс,
«Кăмăл»
вĕренÿ пĕрлешĕвĕ,
Красноармейски
иккĕмĕш шкулĕ
Ертÿçи
– Михайлова З.П.
|
Уроксенче
ăс панине,
Ыр
кăмăлтан калаçнине,
Тĕрĕс
çул-йĕр кăтартнине
Эпир
манмастпăр нихăçан.
Çывăх
юлташ пек пулнине,
Ыр
тĕслĕх çеç кăтартнине,
Пирĕншĕн
çеç тăрăшнине
Эпир
манмастпăр нихăçан.
Куллен
пĕлÿ панисене,
Пур
енлĕн аталаннине,
Çитĕнÿсем
тунисене
Эпир
манмастпăр нихăçан.
Йывăрлăха
çĕнтернине,
Пуçа усма хушманнине,
Ыр
кун-çул пилленине
Эпир
манмастпăр нихăçан.
Мăнаçланатпăр
вĕсемпе,
Хавхаланатпăр
вĕсемпе,
Хаклă
вĕрентекенсене
Эпир
манмастпăр ĕмĕрне.
Карина
Никитина, 8а класс, «Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ,
Красноармейски
иккĕмĕш шкулĕ
Ертÿçи
– Михайлова З.П.
|
Ырă
чунлă та кăмăллă çынсем –
Иккĕмĕш
анне пирĕншĕн вĕсем.
Чун-чĕререн
тăрăшакан çынсем –
Шанчăклă
та аслă юлташсем.
Тавтапуç
сире, учительсем!
Аня
Чернова, 8а класс,
Красноармейски иккĕмĕш
шкулĕ
Ертÿçи – Михайлова З.П.
|
Зинаида Петровна Михайловăна
хисеплесе
Чăн чăвашла калаçать,
Чăваш
чĕлхи вĕрентет,
Пире чунтан юратать,
Ялан
тăрăшса ĕçлет.
Вăл
пурне те ăнланать,
Хăш
чух шÿтлесе илет,
Вăл
пурне те пулăшать,
Маттур
çынсем пулăр тет.
Ырă
чунлă вăл, ĕçчен,
Пĕрмаях
хитре çÿрет.
Юратнă
вĕрентекен,
Ăна
тав тăвас килет.
Алексей
Семенов, 8а класс,
Красноармейски
иккĕмĕш шкулĕ
Ертÿçи – Михайлова З.П.
|
Çур
сăмахран ăнланакан,
Пире
ăс-хакăл паракан,
Тĕрĕс
çул-йĕр кăтартакан,
Пиртен
ырă çын тăвакан…
Кам-ши
вăл?
Вăл
– пирĕн учитель.
Ăш
сăмахпа ăшăтакан,
Ăш
кулăпа саламлакан,
Ырми-канми
тăрăшакан,
Вĕренÿре
пулăшакан…
Кам-ши
вăл?
Вăл
– пирĕн учитель.
Пуриншĕн
те кулянакан,
Пуриншĕн
те савăнакан,
Пурне
те тĕрĕс хаклакан,
Пурне
те ырă сунакан…
Кам-ши
вăл?
Вăл
– пирĕн учитель.
Эпир
пурте юратакан,
Чунра
ыр йĕр хăваракан,
Нихçан
та асăмран тухман,
Анне
пекех туйăнакан…
Кам-ши
вăл?
Вăл
– пирĕн учитель.
Анжела
Миронова, 8а класс,
«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ,
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ. Ертÿçи - Михайлова З.П.
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|