Доска, компьютер, мел, пукан,
Сĕтел, проектор та экран –
Ку – шкул, пире ăс паракан,
Вĕрентекен, çын тăвакан.
Ку шкул вăл хăй пысăк çемье,
Учитель – иккĕмĕш анне.
Ун ачисем кунта нумай –
Пурне те юратать пĕр май.
Ача-пăча куллен чупать –
Шкула вăл питĕ юратать.
Кунта ăсталăха туптать,
Пуласлăха шанса тăрать.
Учитель лайăх вĕрентет,
Вăйне пĕрре те шеллемест.
Ăнланмасан – ăнлантарать,
Йывăр пулсассăн – пулăшать.
Шкул пĕтерсе тухса кайсан,
Кашни хăй вырăнне тупсан…
Çавах шкул асăмран тухмасть,
Вĕрентекен асран каймасть.
Кашни ача пурнăçĕнче,
Ун асĕнче те чĕринче
Юлать юратнă тăван шкул,
Пире пиллет вăл такăр çул.
Алексей Михайлов, 9б класс,
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ,
«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ
Ертÿçи – Михайлова З.П.
|