Категорире миçе материал: 26 Миçе материал кăтартнă: 21-25 | Страницăсем: « 1 2 3 4 5 6 » |
Сортла:
Дате ·
Названию ·
Рейтингу ·
Комментариям ·
Просмотрам
Вăхăт теп, тархасшăн, ан васка, Пурнăç илемне курса юлар кăшт. Çук, васкать. Ак уçăлчĕ лавкка, Çĕнĕ супермаркет, гипермаркет...
Пурте сутуçсем пулса тăрсан Пурлăх тăваканĕ кам пулать-ши? Тĕрлĕ халăх килнĕ Кавказран, Шарт çапать ик аллине чăвашĕ.
Тĕлĕнсе Çĕрпÿ пасарĕнчен Шелепи мучи çырсаччĕ сăвă, Ĕлĕк аслă пулнă çут тĕнче Паянхи суту-илÿшĕн тăвăр.
Мĕн шыратăн — çийĕнчех тупан, Ку туллилĕх пирĕншĕн, тен, пушлăх? Поэта та ав йĕрлет хыçран Хăйне хăй сутса ярас хăрушлăх.
|
Ан васка, пикеçĕм, ан васка, Килелле утмашкăн ан васка. Чĕрери калас сăмахăма Эп ĕлкĕреймерĕм калама, – Ан васка.
Ан васка, савниçĕм, ан васка, Алăкна уçмашкăн ан васка. Тепре çеç сăнна пăхса илем, Кайăк пек çунатланса çÿрем, – Ан васка.
Ан васкаччĕ, чунăм, ан васка, Сывă пул темешкĕн ан васка. Санпалах пуласшăн-çке чĕрем, Саншăн çеç вăл тапĕ ĕмĕрех, – Ан васка.
|
Хăй килне пырса пăхрĕ тет амăшĕн чунĕ. Мăрьере тĕтĕм çук, кантăкра çутă çук. Хулана ларса кайрĕ тет амăшĕн чунĕ Каçхине, пуйăсра вырăнсем пушă чух.
Ачисем патне çитрĕ тет амăшĕн чунĕ, Итлесе тăчĕ тет пĕр кана алăкран. Куççульпех йĕрсе ячĕ тет амăшĕн чунĕ Хваттерте ун чĕлхи, ун сăмахĕ çукран.
|
Эй, чĕлхемĕр! Ылтăнпа виçейми таса тупра! Çакă çутă тĕнчере хăйне чăваш теекен, пултăранпа ыр пулан, сăрапала сăйланан халăх пĕрлĕхне упра! Çитмĕл те çичĕ тинĕс утравĕнче ылтăн вăрман, ылтăн вăрманта ылтăн пÿрт, ылтăн пÿртре ылтăн сакай, ылтăн сакайĕнче ылтăн йăва, ылтăн йăвара ылтăн çăмарта, ылтăн çăмартаран тухнă хур чĕпписем шăкăл та шăкăл шăкăлтатса пурăннă евĕр ылтăн сăмахпа ынатланса, кĕмĕл кĕвĕпе кĕрнекленсе пурăнччăр, чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхемĕр, сана тăван шутлакансем, сана сума сăвакансем, сан илемлĕхÿпе сан хĕлхемлĕхне чун-чĕринче упракансем, ытарайми чăваш çыннисем.
|
Эй, аслă чĕлхемçĕм, чун-чĕрери хĕлхемçĕм! Çакă сенкер тĕнчери кун çутине астăван малтанхи самантранах сан сипетлĕ ăшшуна кăкăрăмра упратăп, çав ăшăпа пурнатăп. Йĕлме йывăç пĕкечи ярăм-ярăм ярăнса сиктеретчĕ сăпкама, çут тĕнче ăшпиллĕхне ачисемшĕн пухнă чун, хĕвел кăмăллă аннем, калаçатчĕ манпала. Çăлкуçсем шăйкăртатни, çăлтăрсем йăлтăртатни, чĕкеçсем чĕвĕлтетни, кĕпшĕлсем кĕвĕлтетни пурччĕ унăн сассинче, унăн çепĕç юрринче. Аттесен сăмахĕнчен сĕм вăрман каш кашлани, ырашсем шăркаланни, çын ĕçпе патварланни, тăшмана парăнманни сăрхăнатчс хăлхана. Çÿтçанталăк куçăмне, хамăн пурнăç шуçăмне эп кăларнă куç умне эс кÿрен пархатарпа, аттепе анне чĕлхи, ытарми чăваш чĕлхи. Сан таса пехилÿпе хам ёçĕме тăватăп, сан таса пехилÿпе алла çăкăр тытатăп, сан таса пехилÿпе çынпа сапăр пулатăп, эс кÿрен тивлетпелен — вырăсра та вырăн пур, эс кÿрен тивлетпелен — тутарта та туссем пур, эс кÿрен тивлетпелен — çармăсра та ярмăç пур. Эй, аслă чĕлхемĕр, пире усран ырсемĕр! Сан ятна сăвапласа, ырлăхушăн тав туса пуçа таяс кăмăл пур, чунтан калас сăмах пур. Çав кăмăла палăртма çав мехеллĕ сехет пар, çав сăмаха калама çав мехеллĕ хевте пар.
|
|