Шăматкун, 23.11.2024, 15:14
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Юрий Сементер пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 26
Миçе материал кăтартнă: 16-20
Страницăсем: « 1 2 3 4 5 6 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Ĕнтĕ çĕр çаврăнать, çĕр çаврăнать
Пуçăмăрти çавра çĕлĕк пек,
Пирĕнех те кунсем тавăрăнать
Вăй варринчи купăс пĕрми пек.

Çавăрăнса юхан Çавал шывне
Кам каçас пур ик хут пĕр тĕлтен,
Ыталанса çÿрен хура-шурне
Кам сирес пур умри çул çинчен?

Аттеех те аннен таса пилне
Мĕн виличчен асра тытар-и,
Ятлăях та ятсен чыс çĕклемне
Чун çăкĕ пек чипер йăтар-и?
Юрий Сементер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 351 | Author: Юрий Сементер | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 25.03.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ешерен туратсем хушшипе
Сăрхăнать сар хĕвел пайăрки,
Мĕн тери пархатарлă, чипер
Çут тĕнчен ыртăваслăх йĕрки.

Сăртламра ав çупкам та çупкам
Илĕртÿллĕн пиçет çĕр çырли,
Ырă çыннăм, ан ирт, тутансам, —
Сан енне туртăнать чи хĕрли.

Чăтлăхри пĕчĕк кайăк — чепчен —
Шăратать пысăк туйăм юрри,
Ан çÿре тет, тăванăм, пĕччен,
Чун кĕвви санпала пултăр-и...

Тавтапуç, шăнкăр-шăнкăр çырма,
Тайма пуç, ытарми чечексем.
Сар хĕвел ăшши пек юхăма
Ман хушасчĕ хам евĕр хĕлхем.
Юрий Сементер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 475 | Author: Юрий Сементер | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 25.03.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Вуниккĕмĕш хутра, балкон çинче,
Хĕрсем юрлаççĕ юрату юрри.
Юрри юхать, ай – хай, инçе, инçе,
Илтсен ăмсанĕ шăпчăк та тăри.

Çĕкленчĕ тепĕр капăр, селĕм çурт
Илем кÿмешкĕн шур Шупашкара,
Ӑна малтан саламлĕ кăвак çут
Çĕн кун пилленĕçем хуламăра.

Пăхатăн та çак çĕнĕ кермене –
Асилтерет вăл йăрăс йывăçа.
Çунатлă юрăçсем ун тăррине
Савса иленнĕн курăнать куçа.

Чăваш çĕршывĕн çепĕç пикисем,
Чун – чĕререн сунатăп ăшăмра:
Сире юратчăр савнă йĕкĕтсем,
Шÿтле калас – тăк, чи çÿлти шайра.
Юрий Сементер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 364 | Author: Юрий Сементер | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 25.03.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Виç вăй-мĕн тупăшнă яланлăх.
Пĕрремĕш парăнать пуянлăх.
Унтан илем калле чакать.
Пурне те çĕнтерет... сăпайлăх.
Юрий Сементер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 354 | Author: Юрий Сементер | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 25.03.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Виç вăй-мĕн тупăшнă яланлăх.
Пĕрремĕш парăнать пуянлăх.
Унтан илем калле чакать.
Пурне те çĕнтерет... сăпайлăх.
Юрий Сементер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 351 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 25.03.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz