|
Чăрăш
Йĕплĕ чăрăш шĕвĕр тăррипе Кармашать çÿле, хĕвел енне, Çуркуннен сип – симĕс тумĕпе Вăл çулла, хĕлле те кĕркунне.
Улăштармĕ чăрăш çак тĕсе, Ма тесен, вăл: «Симĕс тумпалах Ĕмĕр – ĕмĕр ларăп эп», – тесе Панă – мĕн çурхи куна сăмах.
Çĕрĕм – шывăм, ман та сан умра Пулаясчĕ паттăр чăрăш пек: Пĕр сăмах парсассăн, пурнăçра Тытаясчĕ ĕмĕр тăршшĕпе.
Çăлкуç: http://www.nbchr.ru/virt3/p21.htm | Категори: Юрий Сементер пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (25.03.2012)
| Автор: Юрий Сементер
| Миçе çын вуланă: 390
| Рейтинг: 5.0/1 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|