Категорире миçе материал: 26 Миçе материал кăтартнă: 11-15 Страницăсем: « 1 2 3 4 5 6 »
Сортла:
Дате ·
Названию ·
Рейтингу ·
Комментариям ·
Просмотрам
Çĕрĕм-шывăм, Чăваш ен, Ешĕл аркăллă çаран, Анне евĕр илĕртен Эс пире мĕн ачаран. Çĕрĕм-шывăм, Чăваш ен, Кĕмĕл тинĕс пек уй-хир, Эс пире ĕçе чĕнен – Çавăнпа ĕçчен эпир. Çĕрĕм-шывăм, Чăваш ен, Советсен пĕр çемйинче Çамрăклан та чечеклен Пур тĕнчемĕр умĕнче.
Сана çавран курнан тăваткăла Эп ун чухне çавра темерĕм. Каярахпа вара çавна пула Виç çуллăх хыпрăм йÿçĕ эрĕм.
Çĕр çаврăнать: Хăмăлтан çĕр пулать, Çĕртен тырă пулать, Тырăран çăкăр пулать... Çĕр çаврăнать: Шухăшран сăмах пулать, Сăмахран тĕллев пулать. Тĕллеврен ĕç-хĕл пулать... Çĕр çаврăнать: Пĕлĕтрен çумăр пулать, Çумăртан шур юр пулать, Шур юртан çеçке пулать... Çĕр çаврăнать: Тихаран лаша пулать, Ачаран этем пулать, Пурнăç çĕнелсе пырать.
Пĕтĕм ял вырмара. Анлă хир пурпĕр шăпăрт. Шăрчăк хĕлĕх сĕрни те кĕрет хăлхана. Çурла çеç кастарать ыраша кăчăрт-кăчăрт, Çав саспа васкасах пушанать халь ана. Таврана ылтăнпа сăрласа анса ларчĕ Ылтăн ĕçĕн ăсти — шеп хевтеллĕ хĕвел. Пурлăха çаврăнать ун асамлă хăвачĕ: Пăх та кур — çĕкленет çĕмел хыççăн çĕмел.
Мĕскер тени усал, мĕскер — тĕсел, Ан тив, калатăр тÿпери хĕвел. Вăл ачашлать шур астра çăлтăрне те, Тарăн варти хаяр тал пиçене те.
Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88
Статистика
<img src='http://top.chuvash.org/cgi-bin/i.cgi?a=ins&id=27' width='1' height='1' border='0'>
<a href='http://top.chuvash.org/27' target='_top'><img src='http://img.chuvash.org/0/27.gif' width='88'
height='31' border='0' alt='Top.Chuvash.Org'></a>
<a target="_top" href="http://top.mail.ru/jump?from=1779261">
<img src="http://d6.c2.bb.a1.top.mail.ru/counter?js=na;id=1779261;t=137"
height="40" width="88" border="0" alt="Рейтинг@Mail.ru"></a>
Кунта халĕ: 4
Хăнасем 4
Юзерсем 0
!--