|
Ют арăм эс /Сонет/
Анчах пĕрле çÿреттĕмĕр, Тамара. Сахал-и çуннă саншăн ман чĕре? Тамара, Тома, венчете пире, Ах, шел пулин те, пурнăç тăратмарĕ.
Хупларĕ ман çула халь хура эрĕм, – Ют арăм эс. Кампа уçас чуна? “Тăхта-ха”, – терĕм тĕл пулсан сана. “Çынсем курсан, сăмах вĕçтерĕç”, – терĕн.
Вăрт çаврăнса эс уйрăлтăн манран. Кайран, кайран пĕр арçынпа калаçрăн. Хулран тытса пĕрле çул урлă каçрăн.
Сăну тухать ман куç умне ялан. Ман хăлхарах, Тамара, сассу сан, – Ман чĕрене кĕрсе каллех вырнаçрăн.
| Категори: Николай Карай пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (03.07.2009)
| Миçе çын вуланă: 384
| Рейтинг: 5.0/1 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|