Карай ялĕнче пурăнакан Риммăпа Валери Малининсене халалласа
Ан васкӑр каймашкӑн! Ларар-ха кӑштах! Халь ВӐХӐТ ҫитмен-ха! Ҫитсессӗн — каятӑр! Малинин Валера, кала купӑсна, Малинина Римма ҫӗн юрӑ юрлатӑр!
Ҫулталӑк ҫитет пуль сире курманни... Мӑн Шетмӗ енне час-часах килейместӗр. Хут купӑс сасси...Мӑшӑру юрлани... Эп халь те эсир кунтине ӗненместӗп...
Ах! Юрлӑр-ха! Юрлӑр! Юррийӗ хитре! Тата тепӗр хут! Эп ыйтатӑп...Тархасшӑн... Ман мӑшӑрӑм, курӑр, юрлать сирӗнпе — Эсир кайиччен вӗренсех-и юласшӑн...
Ик туслӑ ҫемье ҫак сӗтел хушшинче! Тавах сире килнӗшӗн, Римма, Валери. Мӑн Шетмӗ, Карай та ан пулччӑр инҫе. Кӑшт ҫывӑхлатма тав куркийӗ ҫӗклер-и!
Ан васкӑр каймашкӑн! Ларар-ха кӑштах! Халь ВӐХӐТ ҫитмен-ха! Ҫитсессӗн — каятӑр... Малинин Валера! Кала купӑсна! Малинина Римма ҪӖН ЮРӐ пуҫлатӑр!
|