Пурăннă тет ĕлĕк-авал пĕр ватă çын. Унăн виçĕ ывăл пулнă. Туслă пурăннă вĕсем, анчах ватă старик хытă чирлесе ӳкнĕ, вилме патнех çитнĕ. Унăн ывăлĕсем хытă куляннă.
Пĕррехинче урамра унăн ывăлĕсене хирĕç асамçă юмăç тĕл пулнă, вĕсен хуйхи-суйхине ыйтса пĕлнĕ:
— Эпĕ пулăшăп сире, чире сыватма май пур, ватă йăмра çинчи ылтăн çулçă кăна пулăшĕ сирĕн аçăра. Анчах ырă кăмăллă çын çеç çав йăмрана тупма пултарĕ, — тенĕ ватă çын.
Часах виçĕ çамрăк инçе çула пуçтарăннă, ылтăн çулçă шырама тухса кайнă.
Вунă кун та вунă каç виçĕ ывăл çул çинче пулнă, вуннăмĕш каçне вĕсем пĕр уйра çывăрма выртнă. Кĕçех тӳпере Çутă Уйăх курăнса кайнă. Уйăх вĕсенчен пулăшу ыйтнă:
— Манăн аллăмсем питĕ хуралса кайрĕç, тасатса-çуса парăр, тархасшăн.
Анчах та аслă пиччĕшĕсем çул çинче хытă ывăннă пирки уйăха пулăшман.
Кĕçĕнни вара уйăха пулăшнă: çĕрĕпех унăн аллисене çуса ларнă.
Ир пулсан çамрăксем малалла çул тытнă. Тепĕр вунă кун та вунă каç ватă йăмра çинчи ылтăн çулçа шыранă вĕсем. Анчах та тупайман. Аслă пиччĕшĕсем киле таврăннă, кĕçĕнни вара малалла çул тытнă.
Кĕçех кĕçĕн ывăл Алтăр Çăлтăра тĕл пулнă. Унран çăлтăр пулăшу ыйтнă:
— Тӳпе тĕтĕм-тусанпа хупланчĕ. Тасатса пар-ха, тархасшăн.
Пурăннă тет пĕр ялта пĕр хĕр упраç. Вăл кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕ: кил-çурта тасатнă, пахчара çĕр ĕçĕпе тимленĕ, картишĕнчи выльăх-чĕрлĕхе пăхнă. Ăна ларса канма та вăхăт çитмен. Çавăнпа та унăн тус-юлташĕсем те пулман. Вăл вун саккăр çеç тултарнă-ха. Çап-çутă сăнлăскерĕн икĕ пит çăмарти çинче йĕкĕр путăк палăрнă. Икĕ çăлтăр евĕр куçĕ сенкер-сенкер тĕспе йăлтăртатнă. Çӳçĕ вара мулине çиппи пек сап-сарă пулнă. Çавăнпа та-и, тен, Сарпи тесе ят панă ăна ашшĕ-амăшĕ. Хĕрĕ çемьеллĕ пулма пиçсе çитнĕ тесе ашшĕ-амăшĕ ăна качча пама шут тытнă. Кашни кун тенĕ пек вĕсем патне евчĕсем пыраççĕ. Анчах та Сарпи никама та килĕштермен. Пĕри сăмах ваклама пĕлмест, тепри хăйне тытма пĕлмест. Виççĕмĕшĕн чунĕ ытла та чурăс тенĕ вăл. Ашшĕ-амăшĕ çакăншăн питĕ кăмăлсăрланнă. Пĕррехинче, пахчара ĕçленĕ чух, карта хĕрринчи çулпа пĕр каччă иртсе пынă. Вăл Аксар ятлă пулнă. Аксар Сарпи маттур ĕçленине асăрханă, ăна килĕштернĕ. Хайхи каччă кашни кунах çак пахча хĕррипе иртсе çӳреме пуçланă. Унăн тем пекех çак хĕр упраçăн ятне те пулин пĕлес килнĕ. Пĕр хĕвеллĕ те савăк кун хăюлăх çитерсе Аксар хĕр патне пырса чарăнчĕ. Сарпи такам хăй çине пăхнине асăрхарĕ те унăн пичĕ çырла пек хĕрелсе кайрĕ. «Эс мĕн тимлесех пăхатăн вара ман çине?» — терĕ вăл. Каччă вара пĕр сăмах чĕнмесĕр тăчĕ — чĕлхине çăтса янă тейĕн. Унтан тем шухăшласа илчĕ те кĕсйинчен хут кăларса ун çине темиçе сăмах шăрçаларĕ.
Пĕррехинче икĕ сунарçă вăрмантан киле таврăнма тухнă. Таврара питĕ тĕттĕм те шăп пулнă, хутран-ситрен кăна выçă кашкăрсем ӳлени илтĕннĕ. Пирĕн сунарçăсем асăрханса, васкамасăр хăйсен пысăк пушмакĕсемпе çӳллĕ курăка ашса пынă. Киле çитме нумай та юлмарĕ ĕнтĕ. Акă ĕнтĕ юлашки уçланкă. Ним кĕтмен çĕртен вăрман уçланкинче çап-çутă пулса кайрĕ. Малтанах, хытă васканипе, сунарçăсем чарăнаймарĕç, анчах та малалла кайнăçемĕн вĕсен кăсăкланăвĕ ӳссех пычĕ. Хăйсем хытă хăраççĕ пулсан та каялла çаврăнчĕçех, çутă курăннă еннелле утрĕç. Вырăна çитсен хайхи çутă еннелле пăхаççĕ те: ку çуталса тăракан ача пулса тăчĕ. Хăйне çӳхе пир татăкĕпе чĕркенĕ иккен. Сунарçăсем ун патне васкаса пычĕç: ача асамлă чĕр чун пек çутă парса тăрать. Сунарçăсенчен пĕри асамлă ачана хăйĕнпе пĕрле килне илсе каяс терĕ, анчах та лешĕ: «Мĕн тума кирлĕ вăл сана? Хăвăн та килте виçĕ ачу выçă ларать. Тен, вăл усал тухатнă ача, тен, вăл пире пурне те усал тăвĕ? Ун пек тума юрамасть!» — терĕ. Çапах сунарçă юлташне итлемерĕ, çакă тĕрĕс пулни кайран тин паллă пулчĕ. Çулсем иртсе пычĕç, пирĕн асамлă ача ӳссе çитрĕ, вăйлă, çирĕп, хăюллă каччă пулса тăчĕ. Вăл пурне те хăй пултарнă таран пулăшма тăрăшрĕ, пĕчĕккисенчен пуçласа ваттисем таранах. Çавăн пек ырă кăмăллă пулнăшăн ăна Пайтул (пурне те пайлă тăвакан) тесе ят пачĕç. Кĕçех ӳссе каччă пулчĕ çамрăк ача. Пайтул хитре, ăслă-тăнлă чиперккене Пинеслуна качча илчĕ.
Верăпа Лиза юнашар килсенче пурăнаççĕ. Иккĕшĕ те пĕр класра вĕренеççĕ. Хĕр ачасем пĕр-пĕринпе питĕ туслă, яланах пĕр-пĕрне пулăшаççĕ. Паян та вĕсем ытти чухнехи пекех урама выляма тухрĕç. Ялти ачасем ял хĕррине пуçтарăнаççĕ. Унта пĕрле вăйăсем выляççĕ. Ял хĕрринче пысăк йăмралăх пур, унта тахçанхи йăмрасем тем пысăкăш сарăлса лараççĕ. — Атьăр пытанмалла вылятпăр паян, — терĕ Петюк. Ачасем хаваспах килĕшрĕç. Нинука шыраканни турĕç. Ачасем йăмралăха кĕрсе сапаланса пĕтрĕç. Верăпа Лиза ватă йăмра хăвăлне кĕрсе ларчĕç. Йăмра хăвăлне кĕрсен малтанах тĕттĕмччĕ, анчах нумай та вăхăт иртмерĕ, вĕсен куç умне çап-çутă уçланкă курăнса кайрĕ. Хĕр ачасем хăйсем ăçта лекнине ăнланса илеймерĕç. Тавраллипе вăрман, кайăксем юрлаççĕ, хĕвел хĕртсе пăхать. — Петя! Оля! Ачасем! Хирĕç никам та сас памасть. Хĕр ачасем вăрманалла кĕрсе кайрĕç. Нумай та утмарĕç вĕсем, вăрман хĕррине çитсе тăчĕç. Çывăхрах çуртсем курăнса кайрĕç. Патнерех çывхарса пынăçемĕн çынсем утса çӳрени курăнать. Тавраллипе тĕлĕнмелле капашлă çуртсем лараççĕ. Вĕсем çап-çаврака, тем пысăкăш. Машинăсем сывлăшра вĕçсе çӳреççĕ. Урамсенче ытларах йăмра йывăççи лартса тухнă. — Ăçта лекрĕмĕр эпир? — пĕр-пĕрин çине пăхса ыйтрĕç хĕр ачасем.
Çуллахи каникул вăхăтĕнче эпĕ тĕп хуларан аяккарах вырнаçнă «Йăмралăх» ача-пăча канулăхĕнче (лагерĕнче) сывлăха çирĕплетрĕм. Унта Нарпике ятлă хĕр ачапа паллашрăм. Пĕррехинче, кану ĕçĕсенчен пушă вăхăтра, вăл мана акă мĕн каласа пачĕ. Эпĕ мĕн пĕчĕкрен нимĕнпех те палăрса тăман пĕчĕк чăваш ялĕнче çуралнă. Çавăнтанпа тăванран тăван чăваш ялĕнчех пурăнатăп. Сасартăк манăн анне хытă чирлесе кайса пиртен уйрăлса кайрĕ. Вилес умĕн вăл тăванĕсене хăйне ял çумĕнчи ватă йăмра çумне пытарма каласа хăварчĕ. Çапах та юратнă анне вилсен тăвансем ăна çăва çинче хăй юратакан ашшĕ-амăшĕпе юнашарах пытарас тесе шутларĕç. Çапла вара аннене халăхра çирĕпленнĕ йăла-йĕркепе çăва çинех пытартăмăр. Унтанпа икĕ эрне иртсен манпа тĕлĕнмелле япаласем пулса иртме пуçларĕç. Пĕр каçхине эпĕ çывăрма хатĕрленсе выртнăччĕ. Пĕртте канлĕн çывăраймарăм. Çĕрĕпех темиçе тĕрлĕ тĕлĕк куртăм, кĕске каç хушшинче темиçе хутчен те вăрантăм. Çав кун тĕлĕкре эпĕ хамăн юратнă аннене куртăм. Эпир çав тĕлĕкре унпала тĕрлĕ пулăм çинчен калаçрăмăр, çав хушăра аннен сассийĕ хуйхăпа тулнăн туйăнчĕ. Вăл манран хăй каласа кăтартса хăварнă йăмра çумне мĕншĕн пытарайманни çинчен ыйтрĕ. Эпĕ вара мĕншĕн çав ватă тата çĕрсе кайма пуçланă йăмра çумне ăна пытарманнине ăнлантартăм. Халь те ăнланса, тăнласа çитерейместĕп. Мĕнле уйрăмлăх пур-ши çав тери ватă йăмра патĕнче? Мĕнпе тыткăнланă вăл ман аннене? Çав ял хĕрринчи укăлчара, вак чуллă çырма çумĕнче пĕр-пĕччен ларакан ватă йăмра çумĕнче мĕн асамли пур-ши? Анне вара мана çак тĕлĕкре мĕншĕн ăна çав йăмра çумнех пытармалла пулнине каласа кăтартрĕ.