Иван
Афанасьевич Прокопьева
юбилей ячĕпе
Пичетре
вăй-хал хуратăн,
Вăтăр
пилĕк çул таран.
Ятлă-сумлă
ĕç тăватăн,
Çивĕч
эсĕ ăс-тăнран.
Сăн
илет район хаçачĕ,
Вулакан
ăна пĕлет.
-
Чăваш культурăн ĕçченĕ,-
Ята
тивĕç пултăн эс.
Кулăш
лаççинче тимлетĕн,
Шÿт
туса çыран чылай.
Юрăсем,
ав, кĕвĕлетĕн,
Мухтанап
санпа пĕрмай.
«Вăййа
тухрĕ сарă каччă»,-
Кĕвĕленĕччĕ
пирвай.
Çирĕмрен
халь иртрĕ шучĕ,-
Çырăн-ха
тата нумай!
Пичетре
кун çути курчĕç,
Сăвă-юрă
пуххисем.
Малашне
те вĕсем тухĕç -
Савăнтарĕç
çĕннисем!
Нестер
Янкаса та çывăх,
Лауреачĕ
пулнăран.
Тур
пани çумра сан - çынлăх,
Ыр
ятпа эс пурăнан.
Хушма
хушаматне илтĕн,
Халĕ
эс – Иван Чураль.
Пуллине
тытма вĕрентĕн.
Таврăнмастăн-çке
ахаль.
Шахмăтла
вылятăн тăнлă,
Çĕнтерÿçĕ
- ахаль мар!
Хурт-хăмăрĕпе
те туслă,-
Кăрчамийĕ
кунĕ мар!
Çирĕп
сан çемье тĕввийĕ.
Савăнан
мăнуксемпе.
Янăрать
юрри-кĕввийĕ
Тăвансем
пухăннипе.
Утмăл
çул сана кам парĕ?
Çăмăл
шăм-шакпа çÿрен.
Юлташсем
савса чысларĕç,
Юбилейĕ
çитнĕрен!
Çу уйăхĕ, 2009 çул.
Çăлкуç: http://КУН-ÇУЛ СЫППИСЕМ |