Ю.Микушовăна
Хăв
çуралнă çуртра çитĕнме
Атте
Турă паман пехилне.
Пурнăçри
асапа çĕнтерме
Эс
пултартăн тупма мехелне.
Пĕчĕкрен
çич ютра çитĕнсе,
Телей
тупрăн ĕçпе виçĕнсе.
Яланах
хисепре хăв ĕçре,
Сан
пекки урăх пур-ши тепре?
Вĕренсе
тухрăн эс тухтăра,
Çынсене
халь сиплетĕн ăста.
Çĕпĕрте,
кăнтăрта, тухăçра,
Ыр
ята тивĕç эс хăть ăçта!
Тухăçран
кун çути кармашать,
Шурăм
пуç сан сăнна çутатать.
Хĕр
тути сар хĕвел пек кулать,
Чĕрере
юрату çуралать.
Мăшăрпа
пурăнатăр тату,
Юрату,
чĕрере ырă ту!
Хĕр-пике
çитĕнет чечек пек!
Пур
енчен те вăл амăшĕ пек.
Çамрăк
ĕмĕр юлать хыçала,
Çутă
ĕмĕт хушать вăй-хала.
Турă
çырнă мăшăрупала
Утăр
ĕмĕр пĕрле малалла!
Çăлкуç: http://КУН-ÇУЛ СЫППИСЕМ |