Юр çине-çинех хуçаланать кăçал. Ĕнер кăна-ха кил хушшине хырса тасатрĕ Василий. Урама, çырма хĕррине пĕр вăтăр ванна ытла туртрĕ. Халĕ тухса кĕме кăмăллă кил-çурта. Çуртпа хуралтăсен тăрринче те юр купи... ăна çанталăк ăшăтсан сĕтĕрĕп-ха урамалла... Каç пулттипе кăмака хутса ячĕ. Эх, хурăн вутти самаях ăшăтать çав çурта. Хĕрÿлĕхĕ йăмрапа çăкаран вăйлăрах. Вĕри чейпе сипленчĕ çапла. Тураса типĕтнĕ пан улмирен хатĕрленĕскер ăша та пымасть. Улмуççисем йышлă-ха унăн. Хурлăханĕ те тĕрлĕрен. Вĕсенчен хатĕрленĕ чейĕ те сиплĕ... Çапла шухăша кайнă самантра тăруках кĕсье телефонĕ сас пачĕ. — Итлетĕп, — кăмăллăн хăлха патне илсе пычĕ ăна Василий. — Кампа калаçатăп? — Василий, Василек, эсир пултăр-и? — çепĕç сасă тăруках вăратрĕ ăна. — Сире курманни... — Тăхта-ха, тăхта... Уйăраймарăм... — ÿслĕке хырчĕ Василий. — Паллаштарăр-ха эппин... Çак сăмахсене çеç калама ĕлкĕрчĕ телефонри çепĕç сасă тăруках çĕтрĕ. Кам пулчĕ-ши ку? Ара номерне пăхса илем-ха эппин... — Василек, сассу кăштах улшăннă санăн. Манăн вара ĕлĕкхиллех таса та уçă... — каллех çепĕç сасă тыткăнларĕ арçынна. — Мĕн хăвăртах мантăн-и? Утмăлалла çывхаракан арçын пĕр-пĕчченех килте. Урама тăрăхла йывăç çуртăн ытамĕнче Василий. Пĕр-пĕчченех мар-ха вăл. Арăмĕ те çумра пур. Халь канмалли куна кÿршĕллĕ яла кайнă. Тăван аккăшĕ пурăнать-ха çавăнта. Сакăр теçетке урлă каçнă та хутран-ситрен чир-чĕр пăркăчласшăн-мĕн. Йăмăкĕ вара çуралнă килне çул çухатмасть. — Василий, эпĕ йăпăртлăха яла çитсе килем-ха. Ара сăлтавĕ те тупăнать-и няк... Аслăк çинчен ÿкнĕ вĕт акка... Юрать-ха урине хуçса пăрахман, — ял çывăхĕнчи "Газель” чарăнăвне çăмăллăн ярса пусрĕ Лариса, Василий мăшăрĕ, тăваткал пит-куçлă хĕрарăм. — Çĕр каçмасăр ямастех акка. Василий карнă чÿрече каррисене хуллен сирсе каçхи хĕл тĕнчине сăнарĕ. Юр пĕрчисем пĕри те тепри, çăлтăрсем евĕр, ăмăртмаллах йăлтăртатаççĕ. Шурă кĕрĕк айне путнă сад-пахча тутлăн тĕлĕрет. Телевизорне ытлах пăхмасть Василий. Анчах та хăй кăмăлланă программăсене сиктермест пачах та. Уншăн уйрăмах "Жди меня”, "Давай поженимся!”, "Суд присяжных” передачăсем çывăх. Телесериалсенчен вара "Эра стрельца”, "Паутина” ятлисене пăхать. Чăкăт евĕр шурă тĕспе сăрланă кăмакапа юнашар вырнаçнă диван çине тăсăлса выртрĕ арçын. Пÿртре çутă çунать. Пуçра арăш-пирĕш шухăшсен хумĕ вылять. Чÿрече каррисене уçсан асăрхарĕ-ха Василий... Хăйсене хирĕç çырма урлă вырнаçнă урамри йывăç çуртра та çутă сÿнмен... Мăшăр чÿрече кăрлач сиввипе пăшăлтатать тейĕн. Куçтах карчăкки хураллать-ха ăна. Тĕрĕссипе пурăнать-ха ĕнтĕ. Сакăр вунналла çывхарать кинемей. Упăшки çĕре кĕнине тахçанах маннă пуль... Çулталăк та пурăнмарĕç вĕсем... Мĕн тăвăн... вăрçă. Çамрăк арăма ача-пăчапа та савăнтараймарĕ Çемен. Фронтрах выртса юлчĕ. Халь амăшне вĕлтрен çинче тупнă хĕрĕ пăхать. Сухви ятлă хăй. Качча кайса килчĕ-ха Сухви. Ăнмарĕ пурнăç... Эрех-сăра серепине çакланнă упăшкаран мĕн кĕтĕн? Патак-çатак та... Ытти мĕн пултăр? Сухвие куç хывнăччĕ Василий. Çук, кĕтмерĕ, васкарĕ Сухви. Халь тата упăшкинчен те уйрăлчĕ вăл. Шупашкарти икĕ пÿлĕмлĕ хваттерĕ те ют Сухвишĕн. Пĕрех май Василий, Василий канăç памасть сарă хĕрарăма. Кĕçĕр Сухви амăшĕн килĕнче çĕр каçать. Ыран куç курать унта... Каллех кĕсье телефонĕ вăранчĕ. Сухви шăнкăравлать. Çамрăках мар арçын сылтăм аллипе чĕрине тытрĕ. Кăлт! кăлт! тапать чĕре. Чĕлхеллĕ, хăлхаллă тейĕн ăна. "Василий, Василий, вăран-ха, вăран”, — тенĕн туйăнать чĕре. Тĕрĕссипе, Василий куç хупма та, тĕлĕрме те шутламасть. — Василий, мĕн мантăн-им?.. — кÿренÿллĕ сасă канăç памасть ăна. — Кил, каç, Василий... Урамра лапка-лапка юр çăвать. Куçтах карчăкки çырмари çăл патне хутлакан сукмака тĕллĕн-тĕллĕн юр хупланă. Чĕркуççи тарăнăш сукмака аша-аша сăрталла улăхать арçын. Çара пуçăнах, йÿле янă фуфайкине сулкалантарса Сухви патне васкать.
|