|
Пурнăçăн илемлĕ тĕсĕ
Çичĕ теçетке тултартăн, Нарăс уйăх вĕçĕнче. Купăсна алран ямастăн, Пур тăвану хушшинче.
Сан сассу илемлĕ, уçă, — Шăпчăкран та кая мар. Эп калам сана яр уççăн, Артистран та кая мар.
Пурнăç кăшăлĕ сан çирĕп, Эс ăна ванма ан пар. Мăшăрпа пурнатăн ирĕк, Мăнуксем, ав, юнашар.
Пурнăçăн илемлĕ тĕсĕ — Чун юратнă мăшăру. Вăрăм пултăр унăн вĕçĕ, — Тата хăвăн кун-çулу!
Аллă çуллăх сывлăх пултăр — Каччăран та ирттерен, Çутă çăлтăр йăлтăр! култăр, Çупăрлатăр сăн-питрен!
Тăван кĕтесе кам манĕ? Çунат сарнă вырăна. Шулхара сан тус-тăванĕ, Килчĕç пурте хăнана.
| Категори: Гурий Дубров пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (19.03.2012)
| Автор: Гурий Дубров
| Миçе çын вуланă: 295
| Рейтинг: 5.0/1 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 4 Хăнасем 4 Юзерсем 0 |
!--
|