|
Çĕрĕм-шывăм, Чăваш ен
Çĕрĕм-шывăм, Чăваш ен, Ешĕл аркăллă çаран, Анне евĕр илĕртен Эс пире мĕн ачаран.
Çĕрĕм-шывăм, Чăваш ен, Кĕмĕл тинĕс пек уй-хир, Эс пире ĕçе чĕнен – Çавăнпа ĕçчен эпир.
Çĕрĕм-шывăм, Чăваш ен, Советсен пĕр çемйинче Çамрăклан та чечеклен Пур тĕнчемĕр умĕнче.
Çăлкуç: http://www.nbchr.ru/virt3/p12.htm | Категори: Юрий Сементер пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (25.03.2012)
| Автор: Юрий Сементер
| Миçе çын вуланă: 363
| Рейтинг: 4.0/1 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 8 Хăнасем 8 Юзерсем 0 |
!--
|