|
Пурнăç
Çĕр çаврăнать: Хăмăлтан çĕр пулать, Çĕртен тырă пулать, Тырăран çăкăр пулать...
Çĕр çаврăнать: Шухăшран сăмах пулать, Сăмахран тĕллев пулать. Тĕллеврен ĕç-хĕл пулать...
Çĕр çаврăнать: Пĕлĕтрен çумăр пулать, Çумăртан шур юр пулать, Шур юртан çеçке пулать...
Çĕр çаврăнать: Тихаран лаша пулать, Ачаран этем пулать, Пурнăç çĕнелсе пырать.
Çăлкуç: http://www.nbchr.ru/virt3/p10.htm | Категори: Юрий Сементер пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (25.03.2012)
| Автор: Юрий Сементер
| Миçе çын вуланă: 324
| Рейтинг: 0.0/0 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 5 Хăнасем 5 Юзерсем 0 |
!--
|