|
Тарăн йĕр
Паллашрăмăр ташă каçĕнче, Лакрей паркĕ саншăн юмах пулчĕ: Хÿхĕмленчĕ ытларах тĕнче, Ырă кунне çепĕç туйăм тулчĕ.
Килĕштертĕн пĕрре курнипех, Пăлханса савни пулма пикентĕн. Маншăн пултăн сар хĕвел пекех, Чуна сивĕ тунсăх иленсен те.
Хавхалантăн хĕрÿ савнăран, Çывăх тăванла юлма тимлерĕн... Хавшак чунăм чурăс пулнăран Пÿрнĕ телее хамах сÿнтертĕм.
Тарăн йĕр хăвартăн пурнăçра, Хумханса сана аса илетĕп. Сан чунра пур чи пысăк тупра, — Турă панă юрату илемĕ.
| Категори: Галина Макарова пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (08.09.2012)
| Автор: Галина Макарова
| Миçе çын вуланă: 402
| Рейтинг: 0.0/0 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 3 Хăнасем 3 Юзерсем 0 |
!--
|