|
Сакăр вунна хыçа хăвартăн
Янмурçинти Кирилл Петрович Петрова ăнăçу, телей сунса
Аçу енчен — Çеруш йăхĕнчен Ят-сумлă тавраш тăрăхра. Ĕçре хыçра пулман халиччен, Хисеплĕ çынсем ял-йышра.
Аслă пĕлÿ илме пултартăн Эсĕ — зоотехник, сад ăсти. Ырă ятпа халь пурăнатăн Пур-ши тата сан пек ăсти?
Хурт-хăмăрпа чуна уçатăн Сывлăху çирĕп, хавшак мар. Сакăр вунна хыçа хăвартăн Вăй-хал енчен илсен патвар.
Хитре садра улма-çырлийĕ Çулсеренех савăнтарать. Ялан пуян сан сĕтел çийĕ— Кĕтнĕ хăна килсех тăрать.
Пурнăç тени — этем шăпийĕ Иртеймĕн Турă çырнинчен. Килчĕ киле пурнăç нушийĕ Çăмăл пулмарĕ халиччен.
Вăхăтсăрах хăраххăн юлтăн Ывăлпа хĕрĕр те халь çук. Эс пулмăн нихăçан та ютă — Ывăлу пур сан, çич мăнук.
Пуçна ан ус нихçан та, тусăм, Çак çĕр çинче эпир хăна. Кашни ирех килсессĕн шуçăм Телейлĕ кун пултăр сана!
| Категори: Гурий Дубров пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (12.11.2012)
| Автор: Гурий Дубров
| Миçе çын вуланă: 296
| Рейтинг: 0.0/0 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 4 Хăнасем 4 Юзерсем 0 |
!--
|