Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас
Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх
Шурă юрĕ çăмăллăн, Вăтанчăклăн, кăмăллăн Ярăнса анать çĕре — Хупласа хурать кĕре. Апла пулсан — çитрĕ хĕл, Кун кĕскелчĕ — питĕ шел. Çап-çарах-çке йывăçсем — Сĕтел çинче çимĕçсем. Тарăн çырма тĕлĕнче Ярăнаççĕ ачасем. Итлесессĕн тĕлĕнсе: Янăраççĕ сасăсем…